Чи малтан ку ял пирки документсенче 17-мӗш ӗмӗрӗн ҫурринче асӑнни паллӑ. Ун чухне Апаш прихутӗнчи чиркӗвӗн метрика кӗнекинче ку тӑрӑха кӗрекен ачана тӗне кӗртнине ҫырнӑ. 4 ӗмӗр иртсен те кунта ҫӗнӗ кӗлӗ ҫурчӗ ҫӗкленмен, апла пулин те халӗ 500 ытла ҫын пурӑнакан ял округӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗнче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнать. Ялта 7 предприяти ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Уяв парнесӗр пулмасть. "Долголетие" федераци программипе килӗшӳллӗн кунти халӑха кану вырӑнӗпе уҫӑ тӳпе айӗнчи спорт комплексӗ туса панӑ. Ятарлӑ сий сарнӑ вӑйӑ уйӗ те, волейболла вылямалли лапам та, тренажерсем те пур кунта. Ҫӗнӗ объекта ача-пӑча уҫичченех хак пама ӗлкӗрнӗ.
Пуласлӑх ҫулне астӑвӑм никӗсӗ ҫинче хываҫҫӗ. Ҫакна шӗнерпуҫсем тӗпе хураҫҫӗ. Халӑх ӑсталӑхӗн куравӗнче чи хакли те пахисенчен пӗри Лаврентьевсен ҫемйи пӗр ӗмӗр ҫурӑ ӑруран ӑрӑва куҫарса пыракан хӗрарӑм кӗпи пулса тӑчӗ. Ӑна музейри экспонат вырӑнне хумаҫҫӗ, анчах та Надежда Антоновна ҫак ҫи-пуҫа типтерлӗн упрать, сайра хутра кӑна тӑхӑнать. Юлашкинчен арчаран мӑнукне кӗтсе илме кӑларнӑ. Сӑмах май ҫемье туприне ӑнах пиллесе хӑварасшӑн вӑл.
Уяв спорт ӑмӑртӑвӗсемсӗр те иртмерӗ. "Шӗнер" ансамбль юрри-ташши вара кашнин кӑмӑлне ҫӗклерӗ.
Алиса Александрова, Вячеслав Ильин