Шупашкар тӑрӑхӗнчи Хыркассинчи Герман Лебедев ячӗллӗ ача-пӑча ӳнер шкулне йӗркеленӗренпе 50 ҫул ҫитрӗ

Ҫавра ҫулне вӑл пысӑк ҫитӗнӳсемпе кӗтсе илет. Ҫакна ялти ӳнер шкулӗсен аталанӑвне халалланӑ "ҫавра сӗтеле" пухӑннӑ хӑнасем те палӑртрӗҫ. 

Хӑтлӑ, илемлӗ, ачасен пултарулӑхне аталантарма халӗ кунта пӗтӗм май пур. Хыркассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗ икӗ ҫул каялла сӑн-сӑпатне улӑштарнӑ. Ҫурта "Культура" наци проекчӗ пулӑшнипе тӗпрен юсанӑ. Ҫак тӗллевпе 5 миллион тенке яхӑн федераци укҫине усӑ курнӑ. Пӳлӗмсене хӑтлӑлатнипе пӗрлех ҫӗнӗ уйрӑмсем те уҫма май килнӗ. Халӗ ачасене гитара калама тата юрлама вӗрентеҫҫӗ. 

Ачасене гитара калас ӑсталӑха туптама Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Людмила Кинер пулӑшать. Вӗсен вӗренес туртӑмӗ пысӑк пулни, тӑрӑшни питӗ савӑнтарать, - тет вӑл. 8 ача ҫӳрет ун патне. 

Хыркассинчи ӳнер шкулӗнче пурӗ 300 ытла ача хушма пӗлӳ илет. Кашни хӑйне килӗшекен енпе аталанать. Театр, фольклор, ӳнер, ташӑ уйрӑмӗсене ҫӳрекенсем уйрӑмах йышлӑ. Баян, фортепиано калас ӑсталӑха та алла илеҫҫӗ. 16 педагог ӗҫлет шкулта. 

Ачасен пултарулӑхне аталантарма тивӗҫлӗ майсем туса пани пӗлтерӗшлӗ пулнине ҫавра сӗтеле пухӑннӑ хӑнасем те палӑртрӗҫ. Культура институчӗн проректорӗ Ольга Михайлова пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи кун ялти ӳнер шкулӗсене ҫӗнетессине, музыка инструменчӗсемпе тивӗҫтерессине патшалӑх пысӑк тимлӗх уйӑрать. Ҫавна май ҫитӗнӗвӗсем те сумлӑ - ачасем Раҫҫей шайӗнчи конкурссенче ҫӗнтереҫҫӗ. Паллах, кунта вӗрентекенсен тӳпине палӑртмалла. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Антонина Лукина 18 ҫул Хыркассинчи ӳнер шкулӗнче тӑрӑшать. Пӗтӗмӗшле вара ачасемпе 35 ҫул чунне парса ӗҫлет. Вӑл ертсе пыракан "Тивлет" фольклор ансамблӗ тӑтӑшах республика, Раҫҫей, тӗнче шайӗнчи конкурссенче палӑрать. Пӗлтӗр "Песни России" фестиваль-марафона та хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. 

Сӑмах май, ҫавра сӗтеле хутшӑнакансем культурӑпа ӳнер тытӑмӗнче вӗрентекенсем ҫитменнине палӑртрӗҫ. Ачасене хушма пӗлӳ парассипе ҫыхӑннӑ ытти ҫивӗч ыйтӑва та сӳтсе яврӗҫ. 

Хыркассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗ те ӑнӑҫлӑ ӗҫлекеннисен шутӗнче. Кӑҫалтан вӑл Герман Лебедев композитор ячӗпе хисепленсе тӑрать. - Ҫакӑ пирӗншӗн пысӑк чыс, пире тата тӑрӑшуллӑрах пулма хистет, - тет шкул директорӗ Людмила Абдулкина. Халӗ ачасемпе вӗрентекенсем "Жемчужинки Чувашии" фестиваль-конкурса хатӗрленме пуҫланӑ. Ӑна йӗркелес тивӗҫе Хыркассинчи ӳнер шкулӗ пӗлтӗр хӑй ҫине илнӗ. 

Диана Иванова, Вадим Владимиров