Шупашкар районӗнче пурӑнакан Мария Никифорова вӑрҫӑ ветеранӗ 100 ҫул тултарчӗ

Чӑваш Енре нумай пурӑнакансен йышӗ ӳссе пырать. Хальхи вӑхӑтра пӗр ӗмӗре хыҫа хӑварнисем кӑна 140 ытла ҫын. Чи ватӑ арҫын 103 ҫулта, икӗ хӗрарӑм вара 106 ҫула ҫитнӗ. Ҫак сумлӑ йышра вӑрҫӑ ветеранӗсем те пур. Вӗсенчен пӗри - Мария Никифорова иртнӗ уйӑхра ҫӗр ҫул тултарчӗ. 

Мария Никифорова Шупашкар ҫумӗнчи Мошкасси ялӗнче аслӑ хӗрӗн ҫемйинче пурӑнать. Ӗмӗрне вӑл Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Сӑкӑт ялӗнче ирттернӗ. Ҫемьере вӗсем 3 хӗрпе пӗр ывӑл ҫитӗннӗ. Мӗн ачаран кулленхи хресчен ӗҫӗнче пиҫӗхсе ӳснӗ. Маюк пӗчӗкренех вӗренме ӑнтӑлнӑ. Шкул хыҫҫӑн вӑл ялти тин кӑна уҫнӑ почта уйрӑмӗнче телефонистра ӗҫленӗ. Вӑрҫа тухсан 19-ти хӗр Сӑр хӳтӗлев чиккине тунӑ ҫӗрте вӑй хунӑ. Сивӗ хӗл кунӗсенче ытти хӗр-упраҫпа пӗрле Улатӑр тӑрӑхӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ.

Ят тухсан Маюк арҫынсемпе тан ҫар ретне тӑнӑ. Хусанта ҫар ӗҫне вӗрентсен хӗрсене фронта ӑсатнӑ. Салтаксем Украина ҫӗрӗ ҫинче нимӗҫ самолечӗсене сыхласа хурал тӑнӑ. Мария - пост ертӳҫи пулнӑ. 

Вӑрҫӑ чарӑнсан яла ҫитнӗ Маюк темиҫе кун маларах амӑшӗ вилнине пӗлнӗ. Вӑхӑт пуриншӗн те йывӑр пулнӑ. Ҫапах та халӑх ҫӗнӗ пурнӑҫ тума ӑнтӑлнӑ. Мария яппунсене хирӗҫ пуҫарнӑ вӑрҫӑран таврӑннӑ ял йӗкӗтне - Александр Никифорова качча тухса ҫемье ӑшшине упраса пурӑннӑ. Ӗмӗрепех почта уйрӑмӗнче тимленӗ. 

100 ҫулти ветеран ачисемпе мӑнукӗсене тав тӑвать. Вӗсем лайӑх пӑхнипех ҫак ҫула ҫитрӗм пуль, тет. Хӑйне чӑннипех те телейлӗ туйса йышлӑ тӑванӗсемпе хӗпӗртет. Халӗ унӑн кӗҫӗн мӑнукӗсем кӑна 18-ӑн. 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров