Шупашкар Пӗтӗм Раҫҫейри ҫемье парадне хутшӑнчӗ

Пухӑннисем Анне монуменчӗ патӗнчен Петрпа Феврони ҫветтуйсен палӑкӗ умне утса ҫитрӗҫ. Ҫавӑнтах ӑшӑ уяв иртрӗ. 

Ҫемье парадне чылай ҫын хутшӑнчӗ. Хӑшӗ-пӗри ятарласа юнашар хула-округсенчен ҫитнӗ. Шупашкар тӑрӑхӗнчи Екатеринӑпа Евгений мӑшӑрсен ҫемйинче савӑнӑҫлӑ пулӑм - кӗҫӗн ачи Петр виҫӗ ҫул тултарнӑ. Чӑваш Енри туслӑ ҫемьесемпе ҫак куна уявланишӗн хӗпӗртеҫҫӗ вӗсем. 

Ҫемье парадне Шупашкарпа пӗрлех ҫӗршыври ҫӗре яхӑн хула хутшӑннӑ. Анлӑ акцие пӗрремӗш хут Кирилл Святейших Патриарх пилленипе йӗркелене. Уявра Шупашкар епархийӗ кӑҫал ҫавра ҫулне паллӑ тӑвакан ҫемьесене чысларӗ. Вӑл шутра пачӑшкӑсен ҫемйисене те палӑртрӗҫ. Валерий атте хӗрӗх ҫул ытла Алькеш ялӗнчи чиркӳ настоятелӗ. Ӑна тӗрев параканӗ - Иулия матушка. Вӗсем 60 ҫул пӗрле! 

Шупашкарти Андреевсен ҫемйине те медальпе тата хисеп хучӗпе чысларӗҫ. Вӗсемсӗр пӗр чирку уявӗ те иртмест. Ашшӗпе амӑшӗ, ачисем музыка инструменчӗсемпе калаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ. Пухӑннисем те вӗсен пултарулӑхне хаклама пултарчӗҫ. 

Уяв Петрпа Феврони ҫветтуйсен палӑкӗ умӗнче иртрӗ. Хорсем, ҫемье ушкӑнӗсем, уйрӑм юрӑҫсем пухӑннисене концерт парнелерӗҫ. Ҫемьесен пуласлӑхӗшӗн, ырӑлӑхӗшӗн кӗлӗ те турӗҫ. 

Вероника Павлова, Михаил Солин