Шупашкар Пӗтӗм Раҫҫейри "Ангелы Донбасса" акцие хутшӑнчӗ

 2014-мĕш çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Украинăри ҫар чаçĕсем тупăсенчен Горловка хулине, мирлĕ халăх пурăнакан вырăна, пеме пуçланă. Ун чухне 20 ытла ҫын пурнӑҫĕ татăлнă, ҫав шутра ачасем те пулнӑ. Çак куна Горловкăра «юнлă вырсарникун», теççĕ. 

Шупашкарта пурӑнакансем, ҫар ҫыннисемпе вӗсен ҫемйисем, тӗрлӗ пӗрлешӳ хастарӗсем "Ҫӗнтерӳ" асӑну комплексне пухӑнчӗҫ. 2014 ҫултанпа Донецк Халӑх Республикинче вӑрҫа пула 256 ача ӗмӗрлӗхе куҫне хупнӑ. Вӗсене пухӑннисем кашнине ҫурта ҫутса ятран асӑнчӗҫ, сӳнми ҫулӑм патне чечексем хучӗҫ. 

Екатерина Фомина, Виктор Степанов.