Шупашкар хулинче пурӑнакан Владислав Ларшников хӑйӗн дачине иртнӗлӗхе тавӑракан музея ҫавӑрнӑ

6 ҫул каялла хастар арҫын гаражӗнче авалхи япаласен куравне йӗркелес тенӗ. Пурӑна киле чылай экспонат пухӑннӑ. Пурлӑха Владислав дачӑри ҫурта куҫарнӑ. 

Алӑк урати урлӑ каҫнӑ-каҫман тӗлӗнмелле япаласем куҫ тӗлне пулаҫҫӗ. Хӑшне-пӗрне ачаран пӗлетпӗр, теприн пӗлтерӗшӗ пирки вара пуҫ ватма тивет. 

Патефонсем, ӗлӗкхи фотоаппаратсем, утюгсем, сехетсем, совет тапхӑрӗнчи тум-тир, ӗлӗкхи виҫе, краҫҫын ламписем. Курса тӗлӗнмелли темӗн те пур. Дачӑри ҫуртӑн стенисемпе маччине наци ҫи-пуҫӗпе кил таврашӗнче усӑ курнӑ хатӗрсем илем кӳреҫҫӗ. Кунтах тӗрлӗ вӑхӑтри музыка инструменчӗсем. Малтанхи хуҫисем пӑрахӑҫланӑ япаласене ҫӗнӗ пурнӑҫ парнеленӗ. Владислав хӑйӗн экспоначӗсем пирки вӗҫӗмсӗр каласа пама хатӗр. Пӗр стенана несӗлсем усӑ курнӑ ҫӑрасем йышӑннӑ. Кӑна, сӑмахран, 1819-мӗш ҫулта туса кӑларнӑскерне, арҫын тимӗр-тӑмӑр йышӑнакан пунктра тупнӑ. Кашни экспонатӑн хӑйӗн историйӗ. Экранӗ пӗчӗк пулин те ҫак телевизор ҫӗнӗ самана палли пулса тӑнӑ. Ӑна туянма кашни ӗмӗтленнӗ. Коллекционер палӑртнӑ тӑрӑх, ӗлӗкхи япаласемпе кӑсӑкланасси ашшӗнчен Герман Ларшников паллӑ фольклористпа таврапӗлӳҫӗрен куҫнӑ. Владислава мӗн илӗртнине пӗлекен юлташӗсем хӑнана пушӑ алӑпа килмеҫҫӗ. Ҫемьере те кил хуҫине хавхалантарсах тӑраҫҫӗ. 

Кашни тӗлӗнмелле япала валли музейра вырӑн тупӑнать. Пурлӑх хутшӑнсах пынӑ май, тен, ҫывӑх вӑхӑтра Ларшниковсен музей пӳлӗмне анлӑлатма та тивӗ. 

Алиса Александрова, Елена Михайлова, Святослав Петров