Шупашкар хули 555 ҫул тултарнӑ ятпа кӑҫал 15-мӗш хут "Пултарулӑх бульварӗ" уҫӑлчӗ

Вӑл Ленин проспекчӗпе Карл Маркс урамӗ тӑрӑх 3 ҫухрӑм ытла тӑсӑлчӗ. Унта 80 яхӑн тӗрлӗ лапам иртен-ҫӳрене илӗртрӗ. 

Пултарулӑх урамӗнче кунӗпе юрӑ-ташӑ сасси татӑлмарӗ. Куракансен кӑмӑл-туйӑмне Шупашкарти тата республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килсе ҫитнӗ ушкӑнсем ҫӗклерӗҫ. Кӑҫал уявра пӗрремӗш хут ытти хуласемпе округсем те экспозицисем йӗркеленӗ.

Юрӑ-ташӑпа кӑна мар, республикӑри хуҫалӑхсенче туса илекен апат-ҫимӗҫпе, улма-ҫырлапа та пуян уяв лапамӗ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи хурт-хӑмӑр ӑсти Николай Пирожков темиҫе тӗрлӗ пылпа пӗрлех республикӑра анлӑ сарӑлнӑ вӗлле хурчӗсене та илсе килнӗ. 

Пултарулӑх лапамӗнче кашни ҫыннах хӑйне валли усӑлли, кӑсӑкли тупма пултарчӗ. Обществӑлла пӗрлешӳсем, вӗренӳ учрежденийӗсем, предприяти-компанисем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе пултарулӑх урокӗсемпе вӑйӑсем, квестсемпе арт-объектсем урлӑ паллаштарчӗҫ, парнесем парса хавхалантарчӗҫ. 

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма, тӗрлӗ спорт тӗсӗпе паллашма чӗнекен лаптӑк та нумай пулчӗ: фитнес-аэробика, шашка-шахмат, футбол, бокс тата ытти те. Кӑҫал ҫӗршывра ҫемье, Чӑваш Енре экологи культурин ҫулталӑкӗсем пулнӑ май, ку темӑсене те аякра хӑварман. 

Хамӑр алӑпа ӑсталанӑ япаласем яланах хисепре. Пултарулӑх урамӗнче вӗсен пахалӑхӗпе илемне кӑтартакан маҫтӑрсем ӗҫлерӗҫ. Кунта ҫемҫе теттесемпе пуканесем, ҫи-пуҫпа тӗрлӗ капӑрлӑх тата ытти нумай япала курса савӑнма май пулчӗ. 

Пултарулӑх бульварӗпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата ытти хӑнасем кӑсӑкланса паллашрӗҫ. Регион ертӳҫи ҫак проект ҫулран-ҫул аталанса та анлӑланса пынишӗн хӗпӗртенине палӑртрӗ. 

Оксана Верликова, Святослав Петров