Христос ҫуралнине халалласа ирттерекен уява ачасен пултарулӑх ушкӑнӗсем Шупашкартан, Вӑрнартан, Ҫӗмӗрлерен, Хӗрлӗ Чутайран, Шупашкар тата Муркаш округӗсенчен килсе ҫитнӗ. Вӗсене Шыва Кӗртекен Иоанн ҫуралнӑ ячӗпе Шупашкарта лартнӑ чиркӳ настоятелӗ, Чӑваш Ен наци радиовӗнче «Пачӑшкӑ сӑмахӗ» тата «Чӗрӗлӗх ҫути» кӑларӑмсене ертсе пыракан Пётр Фёдоров протоиерей пиллесе саламларӗ. Фестивале хутшӑнакансем юрларӗҫ, сценкӑсем выляса кӑтартрӗҫ, сӑвӑсем каларӗҫ. Вырсарни шкулӗсен ертӳҫисен пархатарлӑ ӗҫне уйрӑммӑн палӑртса хӑвармалла: вӗсен тӑрӑшулӑхне кура концерт номерӗсем тӗрлӗ енлӗ, интереслӗ пулчӗҫ. Тӗслӗхрен, Муркаш муниципалитет округӗнчи Оринино чиркӗвӗнчи вырсарни шкулне ҫӳрекенсем Вифлеем ҫӑлтӑрӗ ҫуталса кайнӑ саманта сӑнарласа пама ятарласа тумсем ҫӗлесе хатӗрленӗ. Юлия Захарова сценкӑра Турӑ Амӑшӗн сӑнарне калӑпларӗ. Аня Кузнецова сцена ҫинчен сӑвӑ каларӗ. Ӑна хавхалантарма уява ашшӗ килнӗ.
Уяв вӗҫленсен пурте пӗрле тӑрса сӑн ӳкерттерчӗҫ. Фестивале хутшӑннисене Хӗрлӗ Чутай чиркӗвӗн настоятелӗ Максим Зарубин протоиерей тав турӗ. Ҫакнашкал фестивальсем ирттернин пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк. Вӑл ачасен пултарулӑхне аталантарма, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен воспитани пама, вӗсен тӗн пӗлӗвне ӳстерме май парать.
Роза Деменцова, Зинаида Паршагина