Шупашкар ҫывӑхӗнчи М-7 федераци трассин лаптӑкне ҫулталӑк маларах хута ячӗҫ

Хыркассипе Явӑш хушшинчи 6 ҫухрӑм пирки сӑмах пырать. Ҫул-йӗр хывакансем кунта калӑпӑшлӑ ӗҫ тунӑ. Ҫапла майпа транспорт яланах пухӑнса тӑракан тата авари тӗлӗшӗнчен хӑрушӑ шутланакан лаптӑка йӗркене кӗртнӗ. 

Шупашкартан ҫаврӑнса каймалли М-7 трассӑн лаптӑкне 3 ҫулта туса пӗтернӗ. Ҫак хушӑра Хыркассинчен пуҫланса Явӑша ҫити ҫула анлӑлатса хӑтлӑх кӳнӗ. Унчченхи 2 йӗр вырӑнне транспорт валли халӗ 4 йӗр туса панӑ. Ҫӗнӗ лаптӑкпа чӑн малтан ҫул хывакан техника иртсе кайрӗ. 

Халӗ талӑкне кунта 50 пин машин таран ҫӳреме пултарать. Хыркасси патӗнче каҫӑ транспорта уйӑрса ярать. Ку таранччен тӗрлӗ региона ҫул тытакан пысӑк тиевлӗ машинсемпе республика тӗп хулине васкакан автомобильсен пӗр тӗлте капланса тӑнӑ. Халӗ трассӑпа малалла каякансен тата Шупашкара кӗрсе-тухакансен ҫулӗ пайланать. Ҫуран ҫӳрекенсен хӑрушсӑрлӑхӗ пирки те шутланӑ: ялсен ҫывӑхӗнче ҫул урлӑ каҫмалли 3 кӗпер тунӑ. Чарӑну павильонӗсемпе тротуарсем пур. Ҫавӑн пекех 2 тӗлте выльӑх-чӗрлӗхе ҫул айӗнчен каҫармалли ятарлӑ вырӑнсем тунӑ. Хире-хирӗҫ килекен транспорта сыхланма трасса варрипе карта тытнӑ, ҫутӑ хунарӗсемпе паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Ҫул айккипе шыв каймалли пӑрӑхсем хунӑ. Трассӑпа юнашар вырнаҫнӑ ҫуртсене шӑв-шавран ятарлӑ экранпа хӳтӗленӗ.

Ирина Николаева, Михаил Нагоркин, Вадим Владимиров