Шкул территорийӗсене тӗпрен ҫӗнетме тӗллев лартнӑ

Вӗренӳ тытӑмне ҫӗнетесси, пӗлӳ учрежденийӗсене тӗпрен юсасси тата хӑтлӑлатасси. Ҫак ыйтусене регион ертӳҫи Олег Николаев Хӗрлӗ Чутай районӗнче иртнӗ ларура муниципалитет ертӳҫисемпе, министрсемпе тата депутатсемпе сӳтсе яврӗ. 

Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче хӑнасене тарават кӗтсе илчӗҫ. Малтанах пӗлӳ учрежденин ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ вӗсем. Тӑван халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварас тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ кунта. Шкулта "Чӑваш пӳрчӗ" музей ӗҫлет. Ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парасси те тӗп вырӑнта. Шкулта кадетсен класне йӗркеленӗ. Ачасене пур енлӗн аталантарма пӗлӳ ҫуртӗнче майсем ҫителӗклӗ. Ҫакна канашлӑва хутшӑнакансем хӑйсем курса ӗненчӗҫ. Вӗренӳ учрежденийӗсене хӑтлӑлатас ыйтӑва ларура сӳтсе яврӗҫ. 

Елена Дмитриева, Оксана Верликова