Шкул ачисем "Астӑвӑм» кӗнекинчи вӑрҫӑ паттӑрӗсен шӑпине тӗпчеҫҫӗ

Вӗрентекенсемпе шкул ачисем тӑрӑшнипе Чӑваш Енри «Астӑвӑм» кӗнеки палӑрмаллах пуянланӗ. Ку тӗллевпе ҫулталӑк пуҫланнӑранпах Шупашкарти 5 шкул вӑй хурать.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса Чӑваш Енре 1989-мӗш ҫултах "Астӑвӑм» кӗнекине хатӗрлеме пуҫланӑ. Унӑн пӗрремӗш пайне 2000-мӗш ҫулччен пухнӑ. Вӑл 6 томран тӑрать. Кӗнекен иккӗмӗш пайне 2007-мӗш ҫул тӗлне хатӗрлесе ҫитернӗ. Вӑл вара 5 томпа тухнӑ. Вӗсенче вӑрҫӑра пуҫ хунисемпе хыпарсӑр ҫухалнӑ, ҫавӑн пекех госпитальсемпе концентраци лагерӗсенче вилнӗ 100-шер пин ҫын шӑпи пирки ҫырнӑ. Паллах кӗскен. Чылай салтак пирки вара нимех те ҫук. Халӗ, вӑрҫӑ пӗтнӗренпе 75 ҫул ҫитнӗ май патшалӑх архивӗсенче упранакан пин-пин документа уҫӑмлатнӑ май вӑрҫӑ паттӑрӗсемпе ҫыхӑннӑ сайтсем те паха информаципе пуянланса пыраҫҫӗ.

Алексей Енейкин, Владимир Синдеев