Шантарнине ӗненме пулать

Хваттер туянма пая кӗрсе улталаннисем - Чӑваш Ен пуҫлӑхӗн уйрӑм тимлӗхӗнче. Ҫавна май ҫурт-йӗр хӑпартас ыйтӑва тимлекен министерствӑра ӗҫлекенсем кашни эрнерех халӑхпа тӗл пулаҫҫӗ. Хальхинче вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансемпе курнӑҫрӗҫ.

Симӗс бульварти 3-мӗш "А" ҫурта виҫӗмҫулах хута ямалла пулнӑ. Анчах та ӑна тӑвакан "Три АсС" фирма пӗлтӗр панкрута тухнӑ. Ун тӗлӗшпе укҫапа тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кунта хваттер тума пая кӗнисем вара хӑйсен пулас тӑваткал метрӗсене хут ҫинче кӑна курнӑ. Ҫавӑнпа та канӑҫ ҫухатнӑ. Ҫуртӑн никӗсне те ярса пӗтереймен. Шантарнине халӗ ӗнӗнме юрать. 2017-мӗш ҫултах тума пуҫланӑ ҫурта хӑпартас ӗҫе строительство министерстви хӑй ҫине илнӗ. 

 

Алексей Енейкин, Михаил Солин