Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗн иртнӗ 5 ҫулти кӑтартӑвӗсемпе, ҫитӗнӗвӗсемпе муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Сергей Галкин паллаштарчӗ. Туризма аталантармалли ҫулсем уҫӑ пулни малалла ӗҫлеме май парать. 2021-мӗш ҫултипе танлаштарсан округа курма килекенсен йышӗ 27 процент ӳснӗ, пӗлтӗр 65 пин ытла туриста йышӑннӑ. Ҫакӑнпа пӗрлех вырӑнти халӑха та тӑван тӑрӑхра юлса ӗҫлесе пурӑнма майсем туса памалла. Иртнӗ 5 ҫулта округра 14 пин ҫурӑ тваткал метр ҫурт-йӗр хута янӑ, 103 ҫынна пурӑнма юрӑхсӑр ҫуртран ҫӗннине куҫарнӑ.
43 ҫемьен пурӑнмалли майӗсене лайӑхлатнӑ. 2020-мӗш ҫултан пуҫласа округри 26 ҫухрӑм ытла ҫула юсанӑ, 3 пин тваткал метра яхӑн нумай хваттерлӗ ҫурт таврашне, тӑкӑрлӑка йӗркене кӗртнӗ. Сывлӑх сыхлавӗнчи кӑтартусем те пӗлтерӗшлӗ. Иртнӗ ҫулсенче 6 фельдшерпа акушер пункчӗ вырӑнне ҫӗннисем тунӑ, 6 ҫӑмӑл машина туяннӑ. Кӑҫал рентген аппарачӗ кӳрсе килме палӑртнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ачисем тивӗҫлӗ пӗлӳ илччӗр тесе тӑрӑшать. Ҫакна валли хӑтлӑ, ӑшӑ ҫуртсем кирлӗ. Иртнӗ ҫулсенче округри ача сачӗсене ҫӗнетнӗ, котельнӑй юсаса панӑ.
Хальхи ӳсӗмсем малашлӑха ҫирӗп утӑмсемпе талпӑнма хистеҫҫӗ. Регионӑн социаллӑ пурнӑҫ тата экономика аталанӑвӗн 2030-мӗш ҫулчченхи комплекслӑ программипе килӗшӳллӗн ӗҫлемелли самай. 525 миллион тенкӗлӗх 13 инвестици проектне пурнӑҫа кӗртмелле. Тӗп пуҫарусем йышӗнче каяшсене тасатмалли сооруженисем, аслӑ ӑрурисем валли социаллӑ центрсен тытӑмне йӗркелесси, хӑмла ӳстерессипе ӗҫлеме пуҫласси.
Алиса Александрова, Бахтияр Велиев