Сӗт хакӗ йӳнелни ял ҫыннишӗн ҫивӗч ыйту

Хӗл кунӗсенче вӑл ӳсекенччӗ, кӑҫал вара чакса кӑна пырать, - теҫҫӗ ӗне усракансем. Халӑхран пуҫтаракан сӗт хакӗ пирки республикӑн ял хуҫалӑх министерствинче иртнӗ канашлура сӑмах пычӗ. Тӗл пулӑва муниципалитет округӗсен пуҫлӑхӗсене чӗннӗ. 

Чӑваш Енре ҫеҫ мар, Раҫҫейӗпех халӗ кӑткӑс лару-тӑру, теҫҫӗ ял хуҫалӑх министерствинче. Ҫакӑн сӑлтавӗ темиҫе, тет Андрей Макушев министр. Сӑвӑм ӳссе пырать. Сӑмахран, Чӑваш Енре пӗлтӗр унчченхи ҫулпа танлаштарсан 3,3 процент нумайрах - 511 пин тонна сӗт туса илнӗ. Чӗр тавара ытларах тирпейлеме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтрах хамӑр ҫӗршывра сӗт ыйтакан сахалланнӑ, экспорт калӑпӑшӗ те чакнӑ. Ҫакӑ йӑлтах хаксем ҫине витӗм кӳнине палӑртрӗҫ канашлура. Муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене Андрей Макушев чӗр тавара кам мӗнле хакпа илсе кайнине тишкерме ыйтрӗ. Хӑш-пӗр тӑрӑхра усламҫӑсем литр сӗте 20 тенкӗпе кӑна йышӑнаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах тепӗр ҫӗрте 22 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. 

Ӗне усракансен тӑкакӗсене патшалӑх 2022-мӗш ҫултанпа саплаштарать. Субсидие илес тесен килти хушма хуҫалӑхсен налук службинче регистрациленмелле. Самозанятӑйсем ӗне пуҫне 5 пин ҫурӑран пуҫласа 7 пин ҫурӑ тенкӗ илме пултарнӑ. 

Лару-тӑру йывӑрланнине кура, Республика Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе халӗ ӗне усранӑшӗн паракан компенсаци виҫине ӳстермелли майсене пӑхса тухаҫҫӗ. Андрей Макушев министр округ пуҫлӑхӗсене халӑхпа тӗл пулусем ирттерме, килти хуҫалӑхсем патшалӑхран мӗнле пулӑшу илме пултарнине тӗплӗн ӑнлантарма ыйтрӗ. Ҫавӑн пекех сӗт пуҫтаракансене те канашлӑва пухма палӑртнӑ.

Екатерина Фомина, Павел Иритков