Ҫулҫӳрев ҫветтуй Троица ячӗпе хисепленекен авалхи чиркӳрен пуҫланать. Малашне ку тӑрӑхра уҫӑлса ҫӳреме тата та меллӗрех пулӗ. Рабочисем тротуар сараҫҫӗ. Ҫулсене ятарласа пӑрӑнӑҫ тунӑ. Вӗсем кӗпер патӗнче пӗрлешеҫҫӗ. Юханшывпа тата ҫӑл куҫӗпе киленнӗ хыҫҫӑн ҫул малалла выртать.
Подрядчик кивӗ пусмана пӑсса ҫӗннине ӑсталать. Ҫырма-ҫатрана пула техника кунта кӗреймен. Ҫавӑнпа та конструкци пайӗсене вырӑнта пуҫтараҫҫӗ. Хальлӗхе 17 тонна тимӗр усӑ курнӑ. Кунпа кӑна ҫырлахасшӑн мар. Пурӗ 220 картлашка. Сахал мар. Ҫавӑнпа та канмалли лаптӑксем те пулӗҫ. Ҫӗнӗ пусмана вун-вун ҫутӑ хатӗрӗ илемлетӗ.
Маршрут Пӗрремӗш Денисово урамӗ урлӑ иртет. Кунта пурӑнакансем улшӑнусене тӗрлӗрен йышӑннаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри халех шӑплӑхпа сывпуллашать, теприсем вара ҫӗнӗллӗхсемшӗн хӗпӗртеҫҫӗ. Ара, кашни урамра тротуар сармаҫҫӗ-ҫке. Малашне вырӑнти влаҫсем асфальт ҫул та хывасшӑн. Хальлӗхе ӑна шута илмен. Проектпа килӗшӳллӗн чи калӑпӑшлӑ ӗҫсем «Патша тӑвӗнче» пулаҫҫӗ. Мӗн шухӑшланине пурнӑҫа кӗртме 79 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ытларах пайне - федераци хыснинчен.
Малашне кунта тавралӑхпа киленмелли вышка, сцена, кафе пулӗ. Ҫапла майпа туристсене ытларах илӗртме палӑртаҫҫӗ.
Канашра вара икӗ вокзал хушшинчи лаптӑка хӑтлӑлатаҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе 100 миллион тенкӗ тӑккалӗҫ. Строительсем ҫӗр ӗҫне пӗтернӗ ӗнтӗ. Хула ҫыннисене чылай ҫӗнни кӗтет. Лапама темиҫе пая уйӑрнӑ - музей, ярмӑркка, тараватлӑх кӗтесӗ тата парк. Ҫӗнӗлӗхе канашсем чӳк уйӑхӗнче хаклама пултарӗҫ.
Сӑмай май, Сӗнтӗрвӑрринче те ҫак вӑхӑт тӗлне мӗн шухӑшланине пурнӑҫа кӗртме палӑртаҫҫӗ. Чӑваш Енри пӗчӗк хуласен сӑн-сӑпачӗ улшӑнсах пырать. Анчах та хӑш-пӗр муниципалитетра йӗркепе тасалӑхшӑн яваплисене чылай вӑхӑт тупаймаҫҫӗ. Хӑтлӑх кӳнӗ лаптӑксене пӑхса тӑракан ҫук. Ҫавӑнпа та обществӑлла вырӑнсене илемлетни пӗрре - вӗсене тирпейлӗхре тытмалла.
Вероника Павлова, Игорь Ульянов, Святослав Петров