Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Марина Латышева спорт тӗнчинче республика тулашӗнче те паллӑ. Педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑскер йӗлтӗр йӗрӗ ҫинче кӑна мар, ҫамрӑк ӑрӑва вӗрентессипе те ҫитӗнӳсем тунӑ. Администраци ӗҫӗнче те опычӗ пур. 20 ҫула яхӑн Сосновкӑри 10-мӗш спорт шкулне ертсе пынӑ. Ҫав хушӑрах хӑй мӗн пӗлнине ҫамрӑк йӗлтӗрҫӗсене те хӑнӑхтарнӑ.
"Земский тренер" проект ытларах ҫамрӑксене илӗртет. Марина Юрьевна вара профессире 30 ҫул ытла ӗҫлесен те юратнӑ спорт тӗсӗ аталантӑр тесе тӑрӑшать. Халӗ малалла талпӑнакан йӗлтӗрҫӗсем сахалрах ку тӑрӑхра. Спорт шкулӗн директорӗ Сергей Удорин - ку енӗпе СССР спорт мастерӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче республика чысне тӗрлӗ шайра хӳтӗленӗ пӗлӗшӗсене ырӑпа аса илет. Тренер ҫӗнӗ спортсменсем ҫитӗнтерме пулӑшасса шанать.
Марина Латышева тренер ӗҫӗсӗр пуҫне юнашарти Кукашни ялӗнчи шкулта хӑрушсӑрлӑх тата физкультура урокӗсене ертсе пырать. Шкул коллективӗнче ҫӗнӗ ҫынна савӑнса йышӑннӑ.
"Йӗлтӗр спорчӗн малашнехи шӑпи шанчӑклӑ алӑра", - теҫҫӗ сӗнтӗрвӑррисем. Тренера май ҫитнӗ таран пулӑшса пыма хатӗр кунта.
Алиса Александрова, Вячеслав Ильин








