Сӗнтӗрвӑрринчи ача-пӑча библиотекинче тӗпрен улшӑннӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ йышши вулавӑш уҫӑлнӑ

Кӗске вӑхӑтра вӑл ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн пушӑ вӑхӑта ирттермелли чи юратнӑ вырӑнсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Улшӑнусене пурнӑҫа кӗртме "Культура" наци проекчӗ пулӑшнӑ. 

"Кӗнеке - пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ", - тесе ахальтен каламан. Ачасене алла кӗнеке тыттарас тесен кӑсӑклантарма пӗлмелле. Сӗнтӗрвӑрринчи ача-пӑча библиотекинче вара ку енӗпе тивӗҫлӗ майсем йӗркеленӗ. Учрежденине "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн юсаса ҫӗнетнӗ, ятарлӑ техникӑпа тата сӗтел-пуканпа тивӗҫтернӗ. Кунта ачасем тӗрлӗ кӗнекепе паллашнисӗр пуҫне чӑн-чӑн мультимеди тӗнчине лекеҫҫӗ. Аслӑрах ӳсӗмрисем валли ноутбуксем, планшетсем пур. Унта вӗсем графика дизайнӗ, 3D принтерпа моделировани тума вӗренме пултараҫҫӗ. Кӗҫӗнреххисем валли те интерактивлӑ техника вырнаҫтарнӑ. Унти вӑйӑсем тавра-курӑма аталантараҫҫӗ. Ҫӗнӗ йышши вулавӑша ачасем юнашарти ялсенчен те, Ҫӗнӗ Шупашкартан та ҫӳреҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Михаил Солин