Сӗнтӗрвӑрринче пушара хирӗҫ кӗрешекенсен ӑсталӑх ӑмӑртӑвӗ иртрӗ

Мала тухассишӗн республикӑри 18 ушкӑн тупӑшрӗ. Ҫакӑн пек ӑмӑртӑва ҫӑлавҫӑсем тӑтӑшах йӗркелеҫҫӗ.

Сӗнтӗрвӑрринче район-хула шайӗнчи тупӑшусенче ҫӗнтернисем вӑй виҫрӗҫ. Конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнче тӳресем ҫӑлавҫӑсен теори пӗлӗвне тӗрӗслерӗҫ. Унтан ҫулӑма хирӗҫ кӗрешекенсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. Малтан вӗсем ҫулӑм тыткӑнне лекнӗ ӗҫтешӗсене ҫӑлчӗҫ, унтан ҫунакан ҫуртран ҫынсене эвакуацилерӗҫ, пӗрремӗш пулӑшу пачӗҫ. Сценарипе килӗшӳллӗн конкурса хутшӑнакансем валли чӑн пурнӑҫри пек чӑрмавсем йӗркеленӗ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, Шупашкарти 6-мӗш пушарпа ҫӑлавҫӑсен чаҫӗн ушкӑнӗ ҫӗнтерчӗ. Иккӗмӗш вырӑнта - канашсем, виҫҫӗмӗшсем - тӗп хулари пушар хуралӗн 1-мӗш чаҫӗ. 

 

Елена Дмитриева