Акшик халӑхӗ ҫак ҫӑлкуҫпа ӗмӗрех усӑ курнӑ. Мунча хутма та, выльӑх-чӗрлӗх шӑварма та ку еннелле хывнӑ сукмака чылай вӑхӑт такӑрлатнӑ. Анчах та юлашки ҫулсенче ҫӑлкуҫпа усӑ курма пӑрахнӑ. Яла шыв кӗртнӗ хыҫҫӑн ҫырмана кайса ҫӳреме текех нуша ҫук.
Акшик ҫӑлкуҫӗнчи шыва ӗҫсе тӑранма Кавказра пулнӑ чухне ир те, каҫ та ӗмӗтленнӗ, тет Леонид Васильев. 2000-мӗш ҫулсенче вӑл унта йӗркелӗхе сыхлакансен йышӗнче пулнӑ, водительте тӑрӑшнӑ. Чылай чухне эрнипех тусем тӑрӑх ҫӳренӗ, шывпа йывӑр пулнӑ.
Ҫакӑн пек самантсенче Леонид Алексеевич Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ салтаксен шӑпи пирке те шухӑшланӑ. Акшик ялӗнчен фронта 70 яхӑн ҫын тухса кайнӑ. Окопсенче ҫак сиплӗ вырӑна пӗрре мар аса илнӗ пуль, тет хастар. Ҫавӑнпа та тӑван килне таврӑнсан ҫӑлкуҫа йӗркене кӗртме тӗллев лартнӑ.
Леонид Васильев ҫӑлкуҫа чӗртесси пирки чылай вӑхӑт шухӑшласа ҫӳренӗ. Вырӑнӗ - шурлӑхлӑ. Купель тӑвас тесен ҫӗре хытарма транспорт та, строительство материалӗсем те кирлӗ. Пенси укҫи - ҫителӗксӗр. Вара шанкӑрч вӗллисем ӑсталама пикеннӗ. Кашни ҫуркунне вӑл Чантӑр ялӗпе ҫумӑн хӑйнеевӗрлӗ кайӑк-кӗшӗк ҫурчӗсен куравне йӗркелет.
Леонид Алексеевича халӗ иртен-ҫӳрен водительсем хӑнӑхнӑ ӗнтӗ. Ҫуркунне хӑйсемех шӑнкӑравлаҫҫӗ маҫтӑра. Шӑнкӑрч вӗллисемпе тӗрлӗ ҫын кӑсӑкланать. Кашниех пултаруллӑ маҫтӑра май килнӗ таран тав тӑвать.
Акшик ялӗнче Леонид Васильев ҫуртне тупма йывӑр мар. Йӗри-тавра шӑнкӑрч вӗллисем. Кашни - хӑйнеевӗрлӗ. Тӗслӗхрен, космос карапӗ евӗр ӑсталани те пур. Вӑл - икӗ хутлӑ.
Леонид Васильев пуҫарнӑ ӗҫ те шӑнкӑрчсене пула ӑннӑ темелле. Кӑҫал маҫтӑр кайӑксем пурӑнмалли 250 ҫурт ӑсталанӑ, пурин валли те хуҫине тупнӑ. Купель хӑпартма хӑма ҫеҫ 70 пин тенкӗлӗх туяннӑ. Ял халӑхӗ савӑнсах Леонид Алексеевича пулӑшнӑ.
Маҫтӑр ҫакӑнпа кӑна ҫырлахасшӑн мар. Ҫӑлкуҫ вырӑнне тата та хӑтлӑлатасшӑн. Енчен те Леонид Алексеевича ҫул хӗрринче шӑнкӑрч вӗллисемпе курсан, пӗлӗр - мал ӗмӗтлӗ маҫтӑр каллех мӗн те пулин кӑсӑкли шухӑшланӑ.
Вероника Павлова, Димитрий Макаров