Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче пурнӑҫа кӗрекен "Губернатор лагерӗ" проект малашне ҫулталӑкӗпех ӗҫлӗ

Ҫакӑ республикӑри пултаруллӑ шкул ачисене пӗрле пухӑнса тӗрлӗ енлӗ аталанма май парӗ.

Физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли "Шурӑ чулсем" центрта тӗрлӗ тӑрӑхран пухӑннӑ 100 шкул ачи юсаса ҫӗнетнӗ хӑтлӑ лагерьте канать, ҫуллахи каникула тӑснӑ евӗр Атӑл хӗрринчи ҫут ҫанталӑк илемӗпе киленсе уҫӑ сывлӑшра савӑнать. Кунта канса аталанма май паракан путёвкӑна вӗсем вӗренӳпе культура, спорт тата обществӑлла пурнӑҫри ҫитӗнӳсемшӗн тивӗҫнӗ. Ачасен ӳсӗмӗ 11 ҫултан пуҫласа 17 ҫул таран. Вӗсен лагерьти пурнӑҫӗпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ.

Пултаруллӑ шкул ачисем кунта пӗлӳ илнипе пӗрлех тӗрлӗрен ӑсталӑха хӑнӑхаҫҫӗ. Ятарласа ҫирӗплетнӗ кун йӗркине пӑхӑнса ир пуҫласа каҫчен тӗрлӗрен вӑйӑ евӗр ӗҫ-пуҫа хутшӑнаҫҫӗ. 

Тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ ачасем кунта халӗ кашни уйӑхрах килсе тӑрӗҫ. Вӗренӳ ҫулӗ вӗҫлениччен пурӗ 8 смена йӗркелеме палӑртнӑ. Кашнинчех 100-шер ача пулӗ. 

Алексей Енейкин, Михаил Солин