Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче 2-мӗш хут республика шайӗнчи "Нумай ачаллӑ Чӑваш Ен" форум иртрӗ

Ӑна Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ. Уява ҫур ӗмӗр ытла килӗштерсе пурӑнакан мӑшӑрсене, йышлӑ ҫемьесене йыхравланӑ. Ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх шутланакансене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламласа тӗрлӗ наградӑпа чысларӗ. 

Форумра тӗрлӗ секци ӗҫлерӗ. Ашшӗ-амӑшӗпе вӑйӑ майӗпе хутшӑнса специалистсем ачасемпе пӗрле ытларах пулнин паха енӗсене уҫса пачӗҫ, ал айӗнчи япаласемпех ывӑл-хӗрӗн пушӑ вӑхӑтне кӑсӑклӑ йӗркелеме пулнине тӗслӗхсемпе кӑтартрӗҫ. Тепӗр пӳлӗмре шӑпах ача-пӑчапа аслисен пӗрлехи хутшӑну, вӑйӑ лапамне йӗркеленӗ. Ӑсталӑх урокӗсем, куравсем - форумра пӗтӗмпех кӑсӑклӑ та усӑллӑ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсем пурӑнакан ял-хуласене аталантарасси пирки шухӑшне палӑртӗҫ.Уява килнӗ ҫемьесене малтанах Республика Пуҫлӑхӗ ырӑ сунчӗ. 

3 ҫулта Чӑваш Енре нумай ачаллисем валли хушма 17 тӗрлӗ патшалӑх пулӑшӑвӗ йышӑннӑ. 2012-мӗш ҫултанпа йышлӑ ҫемьесен шучӗ 2 хут ӳссе 18 пине ҫитнӗ. Ҫӗршыв, республика паракан амӑшӗн капиталӗ, ҫӗр лаптӑкӗсем, вӗсем вырӑнне паракан сертификат пысӑк ҫемьесемшӗн - витӗмлӗ пулӑшу. Уявра "Амӑшӗ-героиня" ордена Ҫӗмӗрлери Мария Сайбель тата Ҫӗнӗ Шупашкарти Лариса Павлова тивӗҫрӗҫ. Мария Сайбель 11 ачине кун ҫути парнеленӗ. Паянхи кун тӗлне йыш 11 мӑнукпа пуянланнӑ. "Ывӑл-хӗрсем пурнӑҫра тӗрӗс ҫул суйлани савӑнтарать", - тет амӑшӗ. Ҫемйипе Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче пурӑнакан Татьяна Матвеевана та чыс турӗҫ. Ачисене тивӗҫлӗ воспитани парассине тӳпе хывнӑшӑн Амӑшӗн мухтавӗн "Анне" паллине пачӗҫ. 

Нумай ҫул ӑнланупа килӗшӳре пурӑнакансене те уява йыхравланӑ. Зоя Степановнапа Николай Иванович Степановсене те ытти мӑшӑрсемпе танах "Юратупа шанчӑклӑхшӑн" орден парса хисеп турӗҫ. Мӑшӑр 60 ҫул пӗрле. 

Йӑлана кӗрсе пыракан форумран кашни ҫемье хавхаланупа, ҫӗнӗ шухӑшсемпе каясса шаннине палӑртрӗҫ ӑна йӗркелекенсем.

Алиса Александрова, Виктор Степанов