Сенаторсем кашнипе тивӗҫлӗ йышӑнусем тума шантарчӗҫ

Туберкулеза хирӗҫ кӗрешекен Улатӑрти "Чуварлей хырлӑхӗ" ача-пӑча санаторийӗнче Донецкпа Луганск халӑх республикисенчен тарса килнисем вӑхӑтлӑх хӳтлӗх тупнӑ. Вӗсене паянхи кун мӗн пӑшӑрхантарнипе Раҫҫей сенаторӗсем - Чӑваш Енри Николай Владимировпа Архангельск облаҫӗнчи Александр Башкин кӑсӑкланчӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсем Чуварлейри вӑтам шкулта пулса курчӗҫ, ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗҫ. 

"Чуварлей хырлӑхӗ" санаторире Донбасс халӑхне иртнӗ ҫулхи ака уйӑхӗнче йышӑнма пуҫланӑ. Унтанпа 200-ре яхӑн ҫын вӑхӑтлӑх хӳтлӗх тупнӑ кунта. Паянхи кун санаторире 26 ҫын пурӑнать. Владимир Влашин ҫемйипех Мариупольтен тарса килнӗ. Кунта хамӑра килти пекех туятпӑр, пӗтӗм май пур, тӳлевсем илетпӗр, тет. Арҫын завода ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ӑна та, ыттисене те тӑван тӑрӑха хӑҫан таврӑнасси шухӑшлаттарать. Нумайӑшӗн ҫурчӗсем пӗтнӗ. Вӗсем сыхланса юлнӑ пулсан та, вырӑнти влаҫсене хӑйсем пирки пӗлтермелле, документсем пуҫтармалла. Пӗрре кайса килнипех ӗҫ пулмасть. Николай Владимиров сенатор ку ыйтӑва асӑрхаса тӑма, ҫӗнӗ регионсенчи ӗҫтешӗсемпе калаҫса документсене инҫет мелӗпе йӗркелеме майсем шырама шантарчӗ. Ҫавӑн пекех хӑнасем Раҫҫей геройӗ Александр Старчков ячӗпе хисепленекен Чуварлейри вӑтам шкулта пулса курчӗҫ. Ку вӗренӳ учрежденийӗн историйӗ 1886-мӗш ҫултан пуҫланать. 1957-мӗшӗнче шкулӑн тӗп ҫуртне уҫнӑ. Унтан тӗрлӗ ҫулта хушма 4 ҫурт тунӑ. Ҫапла шкул сӑн-сӑпачӗ пӗр пек мар. Вӑл ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫтермест.

300 вырӑнлӑх ҫӗнӗ шкул валли проектпа смета докуменчӗ хатӗр, вӑл экспертиза тухнӑ. Объект хакӗ 586 ытла миллион тенкӗ. Укҫа-тенке федераци хыснинчен "Ялсене аталантармалли программӑпа" уйӑрмалла. Анчах та Чуварлей сали унта кӗмесен те пултарать. Николай Владимиров ку ыйтӑва та шута илме сӑмах пачӗ. 

Сенаторсем ҫӳреве пӗтӗмлетсе ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗҫ. Николай Лысов - Ҫӗнӗ Эйпеҫрен. Вӗсен ялӗнче кӑҫал пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисне тӗплӗ юсанӑ. Питӗ лайӑх, анчах та ӗҫлекен ҫуккипе аптека хупӑнни начар, тет. 

Тӗл пулура ҫавӑн пекех культура ҫуртне ҫӗнетес, ҫулсене юсас ыйтусене ҫӗклерӗҫ. Сенаторсем кашнипе тивӗҫлӗ йышӑнусем тӑвассине каларӗҫ. 

Диана Иванова, Михаил Солин