Сатик ачисем те Ҫӗнтерӳ кунне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ

Шупашкарти шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче ятарлӑ марафон пырать. Унпа килӗшӳллӗн тавракурӑма анлӑлатакан занятисем, куравсем, уяв концерчӗсем иртеҫҫӗ. Тӗп хулари 200-мӗш сатик чӳречисене вара герой-хуласене халалланӑ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.

Смоленск, Мускав, Новороссийск тата ытти хуласем. Ҫапла ачасене вӑрҫӑ ҫулӗсенче хаяр ҫапӑҫусем пынӑ вырӑнсемпе паллаштарас тенӗ. Шӑпӑрлансемпе Наталья Полякова педагог тӑрӑшса ӗҫленӗ, чӳречесене илемлетме пулӑшнӑ. Сатике ҫӳрекенсем кӑна мар, ашшӗ-амӑшӗ те тӑван ҫӗршывӑн историйӗпе кӑсӑкланччӑр, тенӗ. Шухӑшланине пурнӑҫа кӗртме темиҫе уйӑх кирлӗ пулнӑ. Хаяр вӑрҫӑ синкерӗ кашни ҫемьене пырса тивнӗ. Ҫӗнтерӳшӗн ҫапӑҫнисене халалласа сатикре курав та йӗркеленӗ. 

Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе кӑрлач уйӑхӗнченех пысӑк концерт та хатӗрлеме пуҫланӑ. Ӑна пахалама ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, ҫар ҫыннисене, волонтерсене йыхравланӑ. Воспитательсемпе ачасем хӑнасене ҫӗршыв историйӗн тӗрлӗ тапхӑрне кӑтартма тӑрӑшнӑ: вӑрҫӑчченхи телейлӗ вӑхӑт, тӑшман кӳнӗ асап, Ҫӗнтерӗве пурте пӗрле ҫывхартни тата ытти те. 

Ҫӗнтерӳ кунӗ - тӗп уявӗ. Кун пирки пӗчӗккисен те пӗлмелле. Совет халӑхӗн паттӑрлӑхӗ пирки ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑна калаҫмалла мар, теҫҫӗ 200-мӗш ача сатӗнче. Ҫавӑнпа Тӑван Ҫӗршыва юратма тата хисеплеме кунта кашни кун вӗрентеҫҫӗ. 

Диана Иванова, Надежда Давыдова, Святослав Петров