Сӑтӑрҫӑсем Шупашкарти пӗчӗк скульптурӑсене тӑтӑшах тапӑнаҫҫӗ

Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене нумай та савӑнтарайман - хуҫса пӑрахнӑ. Мускав ҫыранлӑхӗнче вырнаҫтарнӑ «Пӑлаки» скульптури пирки сӑмах пырать. Темшӗн "Пӗчӗк принца" та час-часах тивет. 

«Пӗчӗк принц» скульптура ултӑ ҫул хушшинче мӗн кӑна тӳсмен пулӗ. Сӑтӑрҫӑсем уйрӑмах кӗлчечеке килӗштернӗ. Ӑна миҫе хут вӑрланине скульптура авторӗсем те пӗлмеҫҫӗ. Антуан де Сент-Экзюпери ҫырнӑ юмахри сӑнара Соколовсен ҫемйи ӑсталаса хулана парнеленӗ. Ашшӗпе хӗрӗ малтанах 2-3 хушма чечек те хатӗрленӗ. Вӗсем часах кирлӗ пуласса шутлама та пултарайман. Пӗр вӑхӑт «Пӗчӗк принцпа» ҫыхӑннӑ лару-тӑру лӑпланнӑччӗ. Нумай пулмасть вара экскурсоводсем скульптура тӗлӗшпе ҫӗнӗ халап шутласа кӑларнӑ. Ӗмӗт пурнӑҫлантӑр е Шупашкара тата таврӑнас тесен ҫеҫке ӑшне вак укҫа хумалла, иккен. Шухӑшӗ ырӑ пуль, анчах та ҫакӑн хыҫҫӑн пӗчӗк кӳлепе каллех ачасене илӗртме пуҫланӑ. Вӗсем унти укҫана кӑларса илес тесе чечеке хуҫса таптама та хатӗр. Каласа хӑвармалла, «Пӗчӗк принца» тӑватӑ камера сӑнать. 

Хула пурлӑхне ҫӗмӗрекенсене тупса палӑртнӑ тӗслӗх сахал мар. Юлашки пӑтӑрмах «Пӑлакипе» ҫыхӑннӑ. Икӗ эрне каялла Шупашкар кӳлемӗшӗпе Мускав ҫыранлӑхӗ чӑваш халӑх юмахӗсенчи сӑнарсемпе пуяланнӑ. Ҫак кунсенче йӗрке хуралҫисем сӑтӑрҫӑна палӑртнӑ - вӑл 12 ҫулти хӗр ача, иккен. Унӑн ашшӗ-амӑшне административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

Мускав ҫыранлӑхӗнче уҫӑлса ҫӳрекенсем вара паянхи кун та «Пӑлакирен» юлнӑ пушмаксене ҫеҫ курма пултараҫҫӗ. Чылайӑшӗ илемлӗхе хаклама та ӗлкӗреймен. 

Сӑмах май, халӗ «Пӑлаки» Питӗрте "сипленет". Малашне вӑл ҫирӗпрех пултӑр тесе урисене кӗпе айне пытарма йышӑннӑ ӑстасем. Кӗҫех скульптурӑна Шупашкара унчченхи вырӑна тавӑраҫҫӗ. Ҫакӑн пек шӑв-шав хыҫҫӑн пӗчӗк чиперука урӑх "кӳрентермӗҫ" пулӗ тетпӗр. 

Вероника Павлова, Святослав Петров