Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунисен паттӑрлӑхне халалланӑ ҫулталӑк пархатарлӑ ӗҫсемпе пуян пулӗ

Уйрӑмах вӗренӳпе культура тытӑмӗнче тӑрӑшакансем хӑйсен умне пысӑк тӗллевсем лартаҫҫӗ.

"Чӑвашкино" студипе электронлӑ документсен архивӗнче ӗҫлекенсем, сӑмахран, тӗрлӗ районти окоп чавнӑ ват ҫынсен асаилӗвӗсене видеокамера ҫине ҫыраҫҫӗ. Ҫак ӗҫе ҫуллах пуҫланӑ. Хальлӗхе Етӗрне, Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Тӑвай тата Елчӗк районӗнче пурӑнакан 10 ытла тыл ветеранӗ патӗнче пулнӑ. Пурте вӗсем 96 ҫултан иртнӗ. Ват ҫынсем каласа пани тӑрӑх архив ӗҫченӗсем ятарлӑ презентацисем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех видеоинтервьюсем яланлӑхах упранма юлӗҫ. 

 

Алексей Енейкин