Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансене халалланӑ опера

Ӑна Республика Пуҫлӑхӗн гранчӗпе Оперӑпа балет театрӗнче сцена ҫине кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫӗнӗ спектакльпе юпа уйӑхӗнче пулакан халӑхсем хушшинчи опера фестивальне уҫма палӑртаҫҫӗ. Халӗ хӗрсех репетицисем пыраҫҫӗ. 

Ку постановкӑра пӗтӗмпех ҫӗнӗлле. Ҫакӑ театрта ӗҫлекенсене килӗшет те. Оперӑна сцена ҫине кӑларма Питӗрти ҫамрӑк режиссера Ирина Гаудасинскаяна шанса панӑ. Нумаях пулмасть вӑл Мускавра иртнӗ режиссерсен тӗнчери конкурсӗнче палӑрнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра ҫырнӑ музыкӑпа ӗҫлесси малтанах шиклентернӗ. Анчах та произведенин сыпӑкӗсене итлесе пӑхнӑ хыҫҫӑн вӑл опера тарӑн шухӑшлӑ, кӑсӑклӑ та илемлӗ пуласса ӑнланса илнӗ. Композиторӗ те, сӑвӑлла текст авторӗ те Екатерина Иванова-Блинова. Либреттине Карина Шебелян ҫырнӑ. Вӑл хӑйнеевӗрлӗ произведени хатӗрлеме пултарнӑ. Ҫак тӗллевпе пирӗн республикӑри музейсенче пулнӑ, архив материалӗсене, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине тӗпченӗ. Ҫавӑнпа та произведенире истори факчӗсем те, наци халапӗсем те пур. 

Надежда Александрова, Наталия Егорова, Андрей Шоклев