Сӑпайлӑхӗпе тата ырӑ кӑмӑлӗпе асра юлнӑ

Политика тата патшалӑх деятелӗ, журналист, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Демьян Семёнов пурӑннӑ пулсан 85 ҫул тултармаллаччӗ. Ҫавна халалласа унӑн тӑванӗсем, ӗҫтешӗсемпе юлташӗсем асӑну каҫне пухӑнчӗҫ.

Демьян Филиппович Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Аслӑ парти шкулӗн журналистика факультетне пӗтернӗ.1959-мӗш ҫултанпа "Коммунизм ялавӗ" (хальхи "Хыпар") хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ. Литература сотрудникӗнчен пуҫласа тӗп редактора ҫитнӗ.

1988-мӗш ҫулта ӑна КПСС Чӑваш обкомӗн секретарьне суйланӑ. Унтан 3 ҫул "Российские семена" производство фирминче ӗҫленӗ. Кайран 11 ҫул Чӑваш патшалӑх канашӗн редакципе издательство пайӗнче тӑрӑшнӑ. 

Демьян Семенов 4 хут Чӑваш АССрӗн Аслӑ Канашӗн депутатне суйланнӑ. Вӑл шутра пӗр созыв председатель, иккӗшӗнче председателӗн ҫумӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех 5 ҫул Чӑваш Республикин журналистсен союзӗн правленине ертсе пынӑ. 

Демьян Семенова Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялавӗ орденӗпе, тӗрлӗ медальпе тата Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Ӗҫтешӗсем халӗ те унӑн сӑпайлӑхӗпе ырӑ кӑмӑлне аса илеҫҫӗ. 

Надежда Александрова, Михаил Солин