Вӑл е ку халӑха пӗрлештерсе тӑракан вӑй - тӗн е йӑла-йӗрке. Чӑвашсем православие йышӑнни темиҫе ӗмӗр, ҫавах та ӑна пӑхӑнакасем те, тӗне кӗменнисем те аслашшӗ-асламӑшӗн йӑлисене манмаҫҫӗ. Етӗрне тӑрӑхӗнчи Мӑн Явӑшра пурнӑҫ хальхи туртӑмпа, паянхи хӑвӑртлӑхпа аталанса пырать. Ял ҫӗнелет. Тӗрлӗ специалист валли ҫӗнӗ урам пуҫарсах пысӑк та илемлӗ ҫуртсем лартнӑ.
Виҫҫӗмӗш ҫул ҫӗршывӑмӑрӑн тӗрлӗ ҫӗрте тӗпчевӗн ятарлӑ мелӗпе усӑ курсах Екатерина Ягафовапа Игорь Петров ӑсчахсем ӗҫлеҫҫӗ. Хӑш яла "пилот" мелӗпе пӗрре кӑна кӗрсе тухаҫҫӗ. Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырмара икӗ хут пулнӑ. Хӑйсем пурӑнакан тӑрӑхӗнчи уйрӑм ялсене 20-шер ҫул та тӗпчесе тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе паллӑ тӗпчевҫӗсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи ентешсем хӑйсене чӑвашлӑх енӗпе мӗнлерех тытӑнса тӑни ҫинчен статьясем ҫыраҫҫӗ. Ӗҫе тусӑ пӗтерсен вара ҫак пысӑк ыйтупа кӗнеке кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Александр Осипов, Виктор Степанов