Пысӑк тиевлӗ машинсенче - чи кирли. Салтаксем валли ӑшӑ япаласем, апат-ҫимӗҫ, медицина хатӗрӗсем, аманнисене йӑтмалли наҫилккасем тата ытти те. Ҫапӑҫу хирӗнче квадрокоптерсемпе тепловизорсемсӗр те май ҫук. Хальхинче УАЗ, Нива, Газель - пурӗ 14 автомобиль фронта яма хатӗрленӗ. Ҫав шутра - аманнисене ҫапӑҫу хирӗнчен илсе тухмалли машинсем.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсене пулӑшас тесе волонтёрсем кашни муниципалитетрах пӗр ушкӑна чӑмӑртаннӑ. Кам салтаксем валли чӑлха-нуски ҫыхать, хӑшӗ окопсенче усӑ курмалли ҫуртасем, кӑмакасем ӑсталать, маскировка тумалли сетка хатӗрлет. Республикӑри усламҫӑсем, тӗрлӗ предприятисем, обществӑлла организацисем те айккинче юлмаҫҫӗ.
Салтаксене пулӑшас тӗллевпе нумайӑшӗ "Пӗрле" фонда укҫа хывать. "Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" акцие пуҫарнӑранпа вӑл 40 миллион тенкӗ ытла пухнӑ. Ҫак укҫапа фронт валли кирлӗ япаласем туяннӑ. Гуманитари пулӑшӑвне салтаксем патне илсе ҫитерессине те тивӗҫлӗ шайра йӗркелесе яма пултарнине палӑртрӗ Олег Николаев. Кашни уйрӑмшар мар - пӗр автоколоннӑна пӗрлешсе ҫула тухни шанчӑклӑрах.
Екатерина Фомина, Дмитрий Ковалев, Бахтияр Велиев