Салтаксене кашниех пулӑшма тӑрӑшнине ҫирӗплетсе

Чӑваш Ен ятарлӑ ҫар операцине пулӑшса 89-мӗш гуманитари тиевӗ ӑсатрӗ. Ҫак кунсенче ӑна Запорожье облаҫӗнче тата Донецк халӑх республикинче вырнаҫнӑ виҫӗ ҫар чаҫне ҫитернӗ. 

Ятарлӑ ҫар операцийӗ мӗн пуҫланнӑранпах республикӑра пурӑнакансем ҫӗнтерӗве ҫывхартас ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ. Хальхинче регионти строительство пӗрлешӗвӗсем салтаксем патне ҫул ҫук ҫӗре те кӗрсе тухма пултаракан 2 УАЗ автомобиль ӑсатрӗҫ.

Ҫавӑн пекех гуманитари тиевӗнче 6 миллион тенкӗ ытлалӑх 30 яхӑн тӗрлӗ йышши хатӗр. Вӑл шутра: квадрокоптерсем, генераторсем, электростанцисем тата радио сигналне вӑйлатакан оборудовани. Республикӑри волонтерсем вара фронт валли  пин ытла ОСП-плита, хӳтӗлев каррисем, тимӗр кӑмакасем тата апат-ҫимӗҫ пуҫтарса панӑ.    

Ҫакӑ, чӑнах та, салтаксене республикӑра пурӑнакан кашни ҫын пулӑшма тӑрӑшнине кӑтартать. Ку пархатарлӑ ӗҫ малалла пырать.

Оксана Верликова, Виктор Степанов