Салтаксемшӗн - пулӑшу, ҫӗршывшӑн — лӑпкӑлӑх

Ҫитес шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енре хӗреслӗ ушкӑн ҫула тухӗ. 3 эрнере вӗсем кашни муниципалитета ҫитсе чиркӳ кӗллисене хутшӑнӗҫ.

Ырӑ ӗҫе Канаш тӑрӑхӗнчи Юмансар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Ҫӗрпӳре пурӑнакан Евгений Козлов пуҫарнӑ. Чечен вӑрҫинче пулнӑ салтак ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан хӑй тӗллӗн пысӑк йывӑҫ хӗрес ӑсталанӑ. Унпа вӑл иртнӗ хӗлле ҫӗршывӑн тӗп хулине ҫитсе килнӗ. Мускав облаҫне ҫитиччен хӗрес йӑтса ҫуран 25 кун утнӑ. Халӗ вара ҫак хӗреспе Чӑваш Ен тавра ҫаврӑнасшӑн. Ҫулҫӳреве Евгений ятарласа Куславкка тӑрӑхӗнчи Куснартан пуҫласшӑн. Ҫак ялти юлташне вӑл ҫар опрерацийӗнче ҫухатнӑ.

Сӑваплӑ ҫулҫӳреве Евгений Козлов Савватий митрополит пехилӗпе тухать. Хӑй тунӑ пысӑк хӗреспе вӑл 22 кунра республикӑри кашни ял-хула тӑрӑхне ҫитсе килме палӑртнӑ. Чиркӳсенче халӑхпа пӗрле хамӑр салтаксемшӗн молебен ирттерме тӗллев лартнӑ.

Пуҫӗнче вара унӑн тепӗр ҫутӑ ӗмӗт. Евгений тӑван ялӗнче чиркӳ лартас шухӑш тытнӑ. Пурнӑҫӗнче пӗр йӑнӑш утӑм тунӑшӑн ӳкӗнсе яланах сӑваплӑ ӗҫпе пурӑнасчӗ тет. 

Алексей Енейкин, Екатерина Янгалакова