Пӗлтӗр Ҫӗнӗ ҫул умӗн ял-йыш маскировка каррисем ҫыхма пуҫланӑ. Ку ӗҫе шкул музейӗнче пуҫарса янӑ. Чунтан ӑсталанӑ хатӗрсем салтаксен пурнӑҫне сыхласа хӑварма пулӑшнине шанса тӑрӑшаҫҫӗ хӗрарӑмсем. Ятарлӑ эрешлесе тунӑ сеткӑсене дронсем асӑрхамаҫҫӗ. Ыр кӑмӑллисем йышлансах пыраҫҫӗ. Уйрӑмах ялти клуб ҫумӗнчи "Сурпан" фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Юрӑ ӑстисем ӗҫ вӑхӑтӗнче репетици ирттерме те ӗлкӗреҫҫӗ.
Хӳтлӗх карри ҫыхассине Турикас Тушкил шкул директорӗ йӗркелесе янӑ. Елена Емельянова кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтерекенсемпе тата ӗҫе тӑвакансемпе ҫыхӑну тытать. Ял халӑхӗ кунта тӑтӑшах ҫӳрет - чӗнсе ярсан пӗр вӑхӑтра йышпа пуҫтарӑнаҫҫӗ. Чылайӑшӗ кил хуҫалӑх тытса пырать, пахча тирпейлет, ҫемйине тимлӗх уйӑрать. Ҫапах та хӳтлӗх каррисем ҫыхма яланах вӑхӑт тупма тӑрӑшать. Вӗсене пархатарлӑ тӗллев пӗрлештерет.
Паллах, фронтри салтаксенчен ырӑ сӑмах илтни уйрӑмах паха. Кашни ҫавӑн пек самант ҫӗнӗ вӑйпа ӗҫе пуҫӑнма хавхантарать. Турикастушкилсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене малашне те ӗҫпе те, сӑмахпа та май ҫитнӗ таран пулӑшма хатӗр.
Ирина Николаева, Лидия Галактионова, Виктор Степанов