Салтаксем валли хатӗрлекен кашни япалана чун-чӗре ӑшшине хываҫҫӗ

Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксене пулӑшу кӳрес енӗпе волонтёрсен 25 ушкӑнӗ ӗҫлет. Вӗсене пурне те пӗр тӗллев - ҫӗнтерӗве хӑвӑртрах ҫывхартасси пӗрлештерет. Хастарсемпе Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева тата республикӑри Хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Наталья Николаева тӗл пулчӗҫ. 

Волонтёрсем Атнар ялӗнчи культура ҫуртне пухӑнчӗҫ. Кунта вӗсем фронта пулӑшу кӳрес енӗпе пурнӑҫлакан ӗҫсен куравне йӗркеленӗ. Пӗрисем хӳтӗлев каррисем ҫыхаҫҫӗ, окоп ҫуртисем тӑваҫҫӗ, кӗпе-йӗм ҫӗлеҫҫӗ, госпитальсем валли кирлӗ япаласем пуҫтараҫҫӗ, теприсем апат-ҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ, ҫӑм нуски ҫыхаҫҫӗ, тӗрлеҫҫӗ. Пурин валли те ӗҫ пур. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа "Хӗрлӗ Чутай ҫӗнтерӳшӗн" ятпа йӗркеленӗ ушкӑнри хастарсем тӑрӑшнипе салтаксем патне УАЗ маркӑллӑ пилӗк автомобиль, икӗ квадроцикл тата тватӑ мотоцикл ӑсатнӑ. 

Кивӗ Атикасси ялӗнче пурӑнакан волонтёрсем хӳтӗлев карри ҫыхма кашни кунах пухӑнаҫҫӗ. Салтаксем валли хатӗрлекен кашни япалана чун-чӗре ӑшшине хываҫҫӗ. Вӗсен пурнӑҫне, сывлӑхне упраса хӑварма пулӑшасса шанаҫҫӗ. 

Алла Салаева депутат тата пуҫтарӑннӑ хӑнасем пуҫаруллӑ та хастар волонтерсене тав хучӗсем парса хавхалантарчӗҫ. Вӗсем туса пыракан ӗҫ пархатарлӑ та ҫӗршывшӑн кирлӗ пулнине палӑртрӗҫ. 

Оксана Верликова, Виктор Степанов