Салтаксем патне ӑсатакан кашни япалана чӗре ӑшшине хываҫҫӗ

Элӗк тӑрӑхӗнче Мӑн Вылӑ ялӗнчи "Чӗре хушнипе" волонтерсен ушкӑнне палӑртмалла. Вӗсем те ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксене пулӑшассипе тӑрӑшаҫҫӗ. 

Салтаксене пулӑшас ӗҫе волонтерсем 2023-мӗш ҫулта хӗлле пикеннӗ. Ушкӑнра 15 ҫын. Чи малтан вӗсем хӳтӗлев каррисем ҫыхма пуҫланӑ. Пурӗ ҫак вӑхӑтра 550 ытла маскировка тетелӗ хатӗрленӗ. Ҫакӑнпа пӗрлех шлем ҫине тӑхӑнмаллисем, окоп ҫуртисем те тӑваҫҫӗ, минтер пичӗсем ҫӗлеҫҫӗ.

Волонтерсем валли ялти шкулта пӗр пӳлӗм уйӑрса панӑ. Хӳтлӗх каррисене ҫыхмалли материала туянма, вӗсене касса хатӗрлеме ял халӑхӗ тата пуҫаруллӑ ҫынсем пулӑшаҫҫӗ. Кашни мӗн вӑй ҫитнӗ таран хӑйӗн тӳпине хывма тӑрӑшать. Вырӑнти маҫтӑр - Геннадий Иванов хӑюсем касмалли хатӗр ӑсталаса панӑ. Ӗҫре вӑл пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет. Салтаксем патне ӑсатакан кашни япалана хастарсем чӗре ӑшшине хываҫҫӗ. Вӗсен пурнӑҫне, сывлӑхне упраса хӑварасса шанаҫҫӗ.

Волонтерсем гуманитари пулӑшӑвне кашни уйӑхрах ӑсатма тӑрӑшаҫҫӗ. Кашни салтак валли уйӑм кутамка хатӗрлесе парса яраҫҫӗ. Япаласемсӗр пуҫне апат-ҫимӗҫпе те тивӗҫтереҫҫӗ. Салтаксем те волонтерсене тав тума манмаҫҫӗ. Тӑван тӑрӑха канма килсен яланах кӗрсе тухаҫҫӗ.  

Оксана Верликова, Николай Семенов