Салтак валли парне

Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ тата Шупашкар администрацийӗ Раҫҫейри хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗ пуҫарнипе Украинӑри ятарлӑ операцине хутшӑнакансем валли парнесем пуҫтарнӑ. Вӑл шутра ача-пӑча ӳкерчӗкӗсем, ҫырусем тата пылак кучченеҫсем. 

Темиҫе сехет хушшинче кӑна йышӑну пунктне 50 тӗрлӗ коробка илсе ҫитерчӗҫ. Вӗсенче - чей, кофе, шоколад тата ытти те. Волонтёрсем пӗтӗмпех ятарлӑ список тӑрӑх тӗрӗслеҫҫӗ. Ыйтнине тивӗҫтермен япаласене айӑккине хураҫҫӗ. "Салтак валли парне" акци пирки илтсен Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти чылай предприяти хӑйсен тӳпине хывнӑ. Вӗсем хӑвӑрт пӑсӑлман апат-ҫимӗҫ тата куллен усӑ курмалли япаласем пуҫтарнӑ. Ҫак парнесем салтаксен кӑмӑлне ҫӗклессе, вӗсене вӑй-хӑват парнелессе шанаҫҫӗ акци йӗркелӳҫисем. 

Елена Дмитриева, Екатерина Храмкина, Михаил Солин