Саккуна пӑхӑнса, уҫӑмлӑн иртнӗ, лӑпкӑ та хӑрушсӑр пулнӑ

Сӑмах Пӗрлӗхлӗ сасӑлав кунӗ пирки пырать. Чӑваш Енре иртнӗ вырсарни кун муниципаллӑ округри депутатсене суйларӗҫ. 

Пирвайхи суйлавҫӑсене участоксенче Раҫҫей гимнӗпе кӗтсе илчӗҫ. Ҫакӑ сасӑлав ӗҫне мӑнаҫлӑх кӳчӗ. Ҫӗнӗлӗхе нумайӑшӗ ырларӗ. Ӑна йӑлана кӗртессине пӗлтерчӗҫ суйлав комиссийӗнче. Республикӑра пурӗ 780 участок ӗҫлерӗ. Депутатсен пухӑвне тин йӗркеленнӗ 19 муниципаллӑ округра палӑртрӗҫ. Унсӑр пуҫне Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисенче тата Красноармейски округӗнче пушаннӑ мандатсене валеҫрӗҫ. Суйлав участокӗсем сакӑр сехетре уҫӑлчӗҫ те каҫхи саккӑрта хупӑнчӗҫ.

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та суйлава яланах хаваслӑ кӑмӑл-туйӑмпа хутшӑннине пӗлтерчӗ. Чӑваш Ен мӗнле ҫулпа аталанасси унта пурӑнакансенчен килет. Олег Николаев мӑшӑрӗпе Шупашкар районӗнчи Ҫӗктер посёлокӗнче сасӑларӗ. Муниципалитетсен ӗҫне ҫӗнӗлле йӗркелени ырӑ улшӑнусем илсе килесси куҫкӗрет, - терӗ вӑл. Республика ҫыннисем 384 депутата суйларӗҫ. 

Екатерина Фомина, Людмила Майкова, Екатерина Данилова, Димитрий Макаров, Святослав Петров