Саккун пуриншӗн те мар тейӗн

Раҫҫей Президенчӗн хушӑвӗпе тата Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Указӗпе килӗшӳллӗн апатлану вырӑнӗсенче халӗ кальян туртма юрамасть. Ҫавах та ҫакна чылай ҫӗрте пӑхӑнма та шутламаҫҫӗ. Саккуна тӑтӑшах пӑснине тӗп хула депутачӗсем ирттернӗ черетлӗ рейд та кӑтартрӗ.

Шупашкар пуҫлӑхӗн ҫумӗ Виктор Горбунов йӗркеленӗ ятарлӑ ушкӑн тӗрӗслеве Ленинград урамӗнчи кафесенчен пуҫларӗ. Пӗрремӗш заведенире депутатсене алӑк уҫмарӗҫ. Ҫавах та вӗсем пӑрӑнсанах кальян туртма килнӗ ытти ҫынсене кунта вӑрттӑн йышӑнни сисӗнчӗ. Иккӗмӗш кафе ҫак урамри 22-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Кунта пуҫлӑхсен хушӑвӗсем ҫине сурса хунӑ теме те юрать. Алӑкран кӗнӗ чухнех урасене дезинфекцилемелли кавир те, алӑсене тасатмалли шӗвек те курӑнмарӗ. Шалалла иртсен куҫ умне йӗрке пӑснӑ тӗслӗх ҫине тӗслӗх тухса тӑрать. Кашни сӗтел ҫинче тенӗ пекех кальян ларать. Хӑнасем апатланнӑ хушӑрах сӗрӗм явӑнтараҫҫӗ. 

 

Алексей Енейкин, Семен Антонов