Запорожье тӑрӑхӗнчи Бердянск тӑрӑхӗ 3-мӗш ҫул Чӑваш Ен хӳттинче. Республикӑри кашни муниципалитет ҫак округри пӗр-пӗр шкулшӑн яваплӑ. Хальхинче те пирӗн вӗренӳ учрежденийӗсем Бердянскри пӗлӳ ҫурчӗсем валли гуманитари пулӑшӑвӗ сахал мар пухнӑ. Мӗн кирлине заявка тӑрӑх пуҫтарнӑ. Кунта канцеляри таварӗсем кӑна мар, газ плитисем, ноутбуксем, саксем, вырӑн таврашӗ тата ытти те.
Диана Иванова, Игорь Ульянов