"Росинка" физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли центрта реконструкци пырать

Чӑваш Енре тӗп аталану ҫул-йӗрне палӑртнӑранпа сывлӑх центрӗсене самай хӑтлӑлатма май килнӗ. Ку ӗҫре федераци проекчӗ те нумай пулӑшать. "Росинка" физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли центра кӑҫал тренажерсем туянма 26 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Унсӑр пуҫне футбол уйне, чупмалли ҫулсене, волейболпа баскетбол лаптӑкӗсене ҫӗнетнӗ. 

Кӑҫалхи сывлӑха ҫирӗплетмелли кампани вӑхӑтӗнче "Росинка" центрта ҫӗршыври 2 пине яхӑн шкул ачине йышӑннӑ. Вӑл шутра Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командисенчи 500 ытла спортсмен кунта тӗрлӗ шайри ӑмӑртусене хатӗрленнӗ. Унсӑр пуҫне "Артек" лагерьти программӑна тӗпе хурса кӑҫалтан 8-17 ҫулхи ачасене парӑслӑ спорт енӗпе аталантарма тытӑннӑ. Кун пекки республикӑра халиччен пулман. Вӑл пилотлӑ проект шайӗнче пурнӑҫа кӗрет. Яхтсменсем кимӗпе ҫӳреме хӑнӑхаҫҫӗ, терминсене шӗкӗлчеҫҫӗ. Ҫитес ҫул регионти спорт министерстви ку енӗпе тата ытларах ӗҫлесшӗн.

Халӗ инженери коммуникацийӗсене улӑштарассипе тӑрӑшаҫҫӗ. Малашне "Росинка" ҫумӗнче физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс хӑпартасшӑн. Канакансемпе спортсменсем валли тепӗр бассейн пулӗ. Паянхи куна проектпа смета докуменчӗсене хатӗрлеҫҫӗ. Ҫурта ҫитес икӗ ҫулта хута яма палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑн валли правительствӑра укҫа-тенкӗ шыраҫҫӗ. Ҫывӑрмалли корпуссене вара тӗплӗ юсав кирлӗ. Вӗсен хальхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫтермелле. Ҫавӑн пекех ҫитес ҫул ҫыран хӗррине тата пляжа тирпей-илем кӗртесшӗн, вӑйӑ лаптӑкӗсен хӳмисене ҫӗнетесшӗн, тюбингпа ярӑнмалли тӑвайкки, вӑрманти вӗрен паркӗпе скалодром хута ярасшӑн. Унсӑр пуҫне 2024-мӗш ҫулта "Росинкӑра" кӗпӗрнатор лагерьне йӗркелӗҫ тата вӑл спорт туризмне аталантармалли центр пулса тӑрӗ. 

 

Леонид Петров, Святослав Петров