Республикӑри театр ӗҫченӗсен союзӗпе Ҫеҫпӗл ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ "Бумеранг добра" проект йӗркеленӗ

Унӑн тӗллевӗ - сцена ӳнерӗ урлӑ хавшак ачасемпе пӗччен ватӑсене хавхалантарасси. Ҫавна май артистсем ача ҫурчӗсене, коррекци учрежденийӗсене, психоневрологи интерначӗсемпе больницӑсене, ваттисен ҫурчӗсене ҫитсе спектакльсем кӑтартаҫҫӗ. Хальхинче вӗсем Шупашкарти 1-мӗш шкулта пулчӗҫ.

Ачасем спектакль курма шкулти спорт лаптӑкне пухӑнчӗҫ. Хаваслӑ сӑнарсем вӗсен кӑмӑлне тӳрех ҫавӑрма пултарчӗҫ. Куракансен сӑнӗнчен йӑл-кулӑ каймарӗ. Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Наталия Ахмедпа Алевтина Семенова ачасемпе "Эпӗ - актер" мастер-класс йӗркелерӗҫ. "Ҫарӑк" юмах кӑтартнӑ май вӑйӑ ирттерчӗҫ, вӗренекенсене те спектакле хутшӑнтарчӗҫ. Пурте хастарлӑх кӑтартрӗҫ. 

 

Алена Артемкина, Николай Семенов