Республикӑри Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫӗршыври "Ырӑлӑх ялсене" акцие хутшӑнать

Унпа килӗшӳллӗн Шупашкарти тухтӑрсен ушкӑнӗ тӑтӑшах районсене тухса ҫӳрет. Ку хутӗнче "шурӑ халатлисем" Муркаш тӑрӑхӗнче пулчӗҫ. 

Специалистсем кашни эрнерех ҫула тухаҫҫӗ. Бригадӑсене ҫынсем ыйтнине тӗпе хурса йӗркелеҫҫӗ. Ку хутӗнче Шурчари медицина пунктне килнисен йышӑнче ультрасасӑ диагностикин тухтӑрӗ те пулчӗ. Ҫӗнӗ ФАПсенче сывлӑха тӗплӗ тӗрӗслеме пӗтӗм май пур. Участокри тухтӑр пациентсен списокне маларах хатӗрлет. Пӗр ялта пурӑнакасене кӑна мар, таврарисенчен те йышӑнаҫҫӗ. "Ырӑлӑх ялсене" акцие пирӗн ҫӗршывра 4-мӗш ҫул ирттереҫҫӗ. Унӑн тӗллевӗ - ялти ҫынсене медицина пулӑшӑвӗпе вӑхӑтра тивӗҫтересси. 

Надежда Александрова, Татьяна Иванова, Святослав Петров