Кӑҫалхипе 16-мӗш хут иртекен тупӑшу спортсменсене ҫӗршывӑн тӗп хулинче - Мускавра пухрӗ. Унта 20 ытла регионти тата Кӑркӑсстанран килнӗ чи пултаруллӑ 150 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Вӑл йышра Чӑваш Ен чысне 4 Елчӗк каччи хӳтӗленӗ. Ӑмӑртура хутшӑнасси вӗсемшӗн кӗтменлӗх пулнӑ тесен те юрать. Ҫамрӑксем кӗске вӑхӑтрах кӑпӑр-капӑр пухӑнса Мускава ҫитсе тӑна. Ҫул ҫинче ытти халӑх кӗрешӗвӗн мелӗсене вӗренсе пынӑ. Ҫапла майпа Елчӗкре ӳснӗ Денис Иванов, Ҫӗнӗ Пӑвара ҫитӗннӗ Женя Абрамов, Аслӑ Шӑхаль каччи Рома Иванов студентсем тата вӗсен Мускавра вӗренекен юлташӗ Дмитрий Борисов фестивальти тӗрлӗ халӑх кӗрешӗвне хутшӑннӑ. 72 кило таран таякансен хушшинчи кӗрешӳсенче пирӗн спортсменсем харӑсах темиҫе вырӑн йышӑнма пултарнӑ. Денис Иванов 2-мӗшпе 4-мӗш, Роман Иванов вара 2-мӗшпе 3-мӗш пулнӑ.
Евгенийпа Роман кӗрешнӗ хушӑрах судья тивӗҫне те пурнӑҫланӑ. Пӗр-пӗрин тупӑшӑвӗсен тӳри пулнӑ. Ҫапла, 80 килоран йывӑртараххисен йышӗнче Чӑваш паттӑрӗсене ҫитекен пулман та. Ылтӑнпа кӗмӗл медальсене Елчӗк улӑпӗсем пайланӑ.
Ҫамрӑксем ушкӑнпа тупӑшса чӑваш кӗрешӗвӗн тӗп кобокне тата бурят кӗрешӗвӗн 2-мӗш вырӑнлӑ кубокне ҫӗнсе илнӗ. Ҫак пысӑк ҫитӗнӳшӗн каччӑсем хӑйсене хавхалантарса пынӑ тренерсене - Сергей Александровпа Сергей Игнатьева, тӑтӑшах пулӑшса пыракан Елчӗк ҫамрӑкӗсене тата Мускаври ентешсене тав тӑваҫҫӗ.
Пултаруллӑ ҫамрӑксене малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунатпӑр.
Алексей Енейкин, Михаил Солин