Республикӑри регион управленийӗн центрӗнче ҫуллахи икӗ уйӑх ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗ

Ҫул хӗррисенчи курӑка ҫулма, пултӑрана пӗтерме, ача-пӑча лаптӑкӗсем тума ыйтакан йышланнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри регион управленийӗн центрӗнчен пӗлтереҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах специалистсем коронавируспа ҫыхӑннӑ ыйтусем чакнине палӑртаҫҫӗ. 

Ҫынсем интернетра ку е вӑл ыйтӑва татса пама ыйтни, пӗр-пӗр ҫитменлӗхе палӑртни тӑтӑшах тӗл пулать. Ятарлӑ тытӑм вӗсене асӑрхасах тӑрать. Регион управленийӗн центрӗнче ӗҫлекенсем халӑха пулӑшас тесе ведомствӑсен е муниципалитетсен ертӳҫисемпе ҫыхӑнаҫҫӗ. Республикӑра пурӑнакансем малтанхи пекех ҫулсем япӑх пулни пирки ҫыраҫҫӗ. Тӗп вырӑнта ҫавӑн пекех тавралӑха тирпей-илем кӗртесси. Ҫынсен нушине тимлӗх уйӑрас тесе "Вконтакте" социаллӑ тытӑмра регион управленийӗн центрӗ час-часах муниципалитет ертӳҫисемпе тӳрӗ эфир ирттерет. Паян - Тӑвай, ыран Канаш район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем халӑхпа ҫыхӑнӑва тухӗҫ.

Алена Артемкина, Виктор Степанов