Республикӑри пӗчӗк е аякра вырнаҫнӑ ялсенче пурӑнакансене автолавккасем кирлӗ таварпа тивӗҫтереҫҫӗ

Совет саманинчех анлӑ сарӑлнӑ ҫак суту-илӳ мелӗ паянхи кун та пӗлтерӗшне ҫухатман. Апат-ҫимӗҫ, куллен усӑ куракан япаласене кил умнех ҫитерсе параҫҫӗ. Ял-йыш нушине татса пама Чӑвашпотребсоюзӑн 35 "урапаллӑ" лавкки ҫула тухать. 

Муркаш тӑрӑхӗнчи Вускассинче 100 яхӑн ҫын пурӑнать. Ялта лавкка ҫук, ҫывӑхри 2 ҫухрӑм аякра вырнаҫнӑ. Анчах хӗлле унта ҫитсе килме кансӗр - ҫула часах юр хӳсе лартать. Аслӑ ҫултисене вара кирек епле ҫанталӑкра та ҫаврӑнса килме йывӑр. Ҫавӑнпа куҫса ҫӳрекен лавккана кунта черет тӑрсах кӗтсе илеҫҫӗ. Эрнере иккӗ вӑл килсе каять, унӑн ӗҫ вӑхӑтне ял-йыш хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ. 

Татьяна Фёдорова тавар сутакан умлӑ-хыҫлӑ 6 яла тата дача посёлокне ҫитет. Машинӑна кирлӗ хатӗрсемпе, вӑл шутра холодильникпе тивӗҫтернӗ. Ҫакӑ чылай продукци турттарма май парать: ҫӑкӑрпа премӗк, тӗрлӗ кӑлпасси, сӗт-ҫу, пахча-ҫимӗҫ - суйламалӑх пур. Ҫитменнине ыйтса яма пулать. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ Крыловсемшӗн ку - самай ҫӑмӑллӑх, хӑйсем кӑна пурӑнакан ватӑсем кашнинчех ҫапла саппас тума тӑрӑшаҫҫӗ. 

Кӗрепле, кӗреҫе е хуҫалӑхра кирлӗ ытти хатӗре те турттарса килеҫҫӗ. Чӑвашпотребсоюзра автолавккасен шутне ӳстерме палӑртнӑ. Чӑн та, транспорта пӗрлешӳ хӑй укҫипе кӑна туянать. Вӑтамран пӗр машин 2 миллион тенке кайса ларать.

Республикӑра хальлӗхе ялта суту-илӳ йӗркелес текенсене патшалӑх пулӑшу кӳмест. Анчах ҫывӑх вӑхӑтра лару-тӑру улшӑнма пултарасса, шантараҫҫӗ Экономика аталанӑвӗн министерствичне. 

 

Ирина Николаева, Дарья Паскарюк, Игорь Ульянов