Иртнӗ ҫур ҫулта ҫурт-йӗр хута ярасси кунта 80 процент чухлӗ ӳснӗ. Ку енӗпе шӑмӑршӑсем республикипе 1-мӗш вырӑнта. Хыснан харпӑр хӑй тупӑшӗ 17 процент чухлӗ нумайланнӑ. Кӑҫал округра пӑру витисем туса пӗтермелле, Шӑмӑршӑри Ленин урамӗнчи ҫул юсавне вӗҫлемелле. 2026-мӗшне палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлассипе малалла ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл шутра хальхи ӑру библиотеки уҫасси, Шӑмӑршӑ паркне йӗркене кӗртесси. Унсӑр пуҫне калӑпӑшлӑ 7 проектпа ӗҫлеме тытӑнмалла. Спортзалтан пуҫласа туристсем валли хӑна ҫурчӗсем тӑвасси таранах. Пӗтӗмӗшле ҫакна валли 120 миллион тенкӗ усӑ курӗҫ. "Ниме - халӑх бюджечӗ" программа уссине те туйса илнӗ шӑмӑршӑсем. 2026-мӗш ҫулта унпа килӗшӳллӗн 39 проект ӗҫе кӗртмелле. Паянхи куна 19 объект хатӗр.
Канашлура Сергей Артамонова чылай ыйту пачӗҫ. Хӑшӗ-пӗрин хуравне вырӑнтах уҫӑмлатма май килчӗ. Чылайӑшӗ ялсенчи хӑтлӑхпа - газ, шыв, ҫутӑ тытӑмӗпе, ҫул юсассипе - ҫыхӑннӑ. Истори эткерлӗхне упраса хӑварасси пирки те калаҫрӗҫ. Хырла чарӑну йӗрӗ текен вырӑн, сӑмахран, ачасенче патриотизм туйӑмне аталантарма пулӑшмалла, туристсемшӗн те кӑсӑклӑ пулмалла. "Мирлӗ пурнӑҫа утӑм" проектпа та аван ӗҫлеҫҫӗ округра. Халӗ пуҫарӑва психологсене те явӑҫтарнӑ. Пулӑшу десанчӗ килнине пӗлсен ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен тӑванӗсем те йышӑнӑва ҫитнӗ.
"Округ аталанӑвӗ кашни ҫынран килет. Пуҫарулӑхран, ӗҫченлӗхрен тата тӑван тӑрӑхӑн ырӑ малашлӑхне ҫирӗп ӗненничен. Пӗрле тӑрӑшсан улшӑнусем пулаҫҫех", - палӑртрӗ Сергей Артамонов уҫӑ калаҫӑва вӗҫленӗ май.
Алиса Александрова, Борис Андреев








