Республикӑри лагерьсене ачасен ҫуллахи канӑвӗ валли хатӗрлеҫҫӗ

Сывлӑха ҫирӗплетмелли "Волна" центрта икӗ ҫӗнӗ корпус ҫӗклеҫҫӗ, "Звездочкӑра" вара апат-ҫимӗҫ блокне тӗпрен юсаҫҫӗ. Ӗҫсем мӗнле пынипе Раҫҫей сенаторӗ Николай Владимиров тата вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров паллашрӗҫ. 

Ҫӗнӗ Шупашкар харпӑрлӑхӗ шутланакан "Звёздочка" лагерь Мари Эл Республикинче вырнаҫнӑ. Кану учрежденийӗн столовӑйне 1981-мӗш ҫулта хута янӑ. Унтанпа ӑна пӗрре те тӗпрен ҫӗнетмен. Кӑҫал юсав ӗҫне ирттерме федераци тата республика хыснисенчен 60 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хальхи вӑхӑтра кунта ҫутӑ, канализаци тытӑмӗсене йӗркелеҫҫӗ, стенасене штукатуркӑпа тикӗслеҫҫӗ, урай сарма хатӗрленеҫҫӗ. Объектра 35 ҫын тӑрӑшать.

Столовӑй шалтан та, тулашӗнчен те улшӑнать. Залсене ҫӗнетме, сӗтел-пукан, апат пӗҫермелли тӗрлӗ хатӗр туянма Ҫӗнӗ Шупашкар хыснинчен хушма 11 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. "Звёздочка" лагерь сменӑра 465 ача йышӑнать. "Пур ӗҫе те ҫуллахи тапхӑрччен вӗҫлемелле, ачасен канӑвӗ вӑхӑтра пуҫланмалла", палӑртрӗ Николай Владимиров сенатор. Ҫӗнӗ корпуссем ҫӗклесси, столовӑйсене ҫӗнетесси "Единая Россия" партин "Мир возможностей" проекчӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать. 2023-мӗш ҫултанпа лагерьсенче хӑвӑрт ҫӗкленекен 9 корпус хӑпартнӑ. Ҫакӑ канакансен шутне ӳстерме май панӑ. Сывлӑха ҫирӗплетмелли кампани республикӑра ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пуҫланать. Пурӗ 80 пин ачана кану вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме май туса парасшӑн. 

Диана Сафонова, Эльвира Иванова, Денис Афанасьев