Бал - хӗрсемпе каччӑсемшӗн чӑн-чӑн уяв. Республикӑри 300 ытла ҫамрӑк тӗп хулари ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменне пуҫтарӑнчӗ. Ҫак пулӑма ачасем темиҫе уйӑх хатӗрленнӗ: ташӑ хусканӑвӗсене пӗр-пек тума вӗреннӗ, тумсем ҫӗлеттернӗ. Бала гранд-маршрпа уҫрӗҫ, ҫапла майпа ушкӑнсем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ.
Кадетсен пур енчен та маттур пулмалла. Ҫавӑнпа та вӗренӳ программинче ташӑ ӑсталӑхне пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Тӗслӗх вырӑнӗнче - пӗлтӗрхи ҫӗнтерӳҫӗсем.
Конкурса 25 ушкӑн хутшӑнчӗ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне 3 дисциплинӑра кӑтартрӗҫ. Тӳресем ташӑҫсен ӑсталӑхне, хусканусем кӗвӗпе килӗшӳллӗн пулса пынине, сцена ҫинче хӑйсене мӗнле тытнине хакларӗҫ.
"Тӑватӑ ҫӗнтерӳ балне" ҫӗршыв историнчи паллӑ пулӑмсене - Куликово хирӗнчи ҫапӑҫӑва, Мускава Польша интервенчӗсенчен хӑтарнине, Наполеон ҫарне ҫӗнтернине тата Крымпа Раҫҫей пӗрлешнине халалланӑ. Ташӑ урлӑ ачасем тӑван ҫӗршыва юратнине кӑтартаҫҫӗ.
Ку уяв "Чӑваш Енри кадетсен балӗ" республикӑри 19-мӗш конкурсӑн юлашки тапхӑрӗ пулчӗ. Пӗтӗмӗшле кӑҫал бал сезонне 600 ытла - нихҫанхинчен нумай ҫамрӑк хутшӑннӑ. Чи лайӑх ташӑҫсене вара дипломсемпе парнесем парса чысларӗҫ.
Диана Сафонова, Денис Афанасьев








