Уяв кӗрекине калем ӑстисем ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче пухӑнни икӗ паллӑ пулӑмпа ҫыхӑннӑ. 1703-мӗш ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче "Ведомости" хаҫат кун ҫути курнӑ, 1906-мӗш ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнчен вара чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗ «Хыпар» тухма пуҫланӑ. Паянхи кун республикӑра 144 массӑллӑ информаци хатӗрӗ шута илнӗ. Вӗсенчен 59-шӗ - электронлӑ, 85-шӗ - пичет кӑларӑмӗсем. Цифра технологийӗсем аталаннӑ май ӗҫе те ҫӗнӗлӗхсем кӗрсе пынине палӑртаҫҫӗ журналистсем. Ҫапах та тӗп вырӑнта - вулакан, куракан умӗнчи яваплӑх. Ҫакна хӑйӗн саламӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та палӑртрӗ.
Калем ӑстисене саламлама ҫитнӗ хӑнасем пӗрин хыҫҫӑн тепри сцена ҫине тухрӗҫ. Кашниех парнепе килнӗ - нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакансене, ӗҫре палӑрнисене патшалӑх тата ведомство наградисемпе чысларӗҫ. "Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ята тивӗҫнисен йышӗнче - Вӑрнар тӑрӑхӗнчи "Ҫӗнтерӳ ҫулӗ" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Светлана Чикмякова. "Редакцине вырнаҫнӑранпа 22 ҫул ҫитрӗ ӗнтӗ, ҫак ӗҫе суйланӑшӑн пӗрре те ӳкӗнмен", - тет вӑл.
Уявра "Чувашия" телерадиокомпани ӗҫне те пысӑк хак пачӗҫ. Чӑваш Енре вӑл чи аслӑ та сумлӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗ. Республика мӗнле пурӑннине журналистсем хӑйсен кӑларӑмӗсенче ҫутатсах тӑраҫҫӗ. Вӗсене "Россия 1", "Россия 24" телеканалсемпе курма, "Радио России" "Маяк" тата "Вести FM" радиостанци хумӗсем ҫинче итлеме пулать. Цифра аталанӑвӗн тата информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп грамотине ҫӗнӗ хыпарсен кӑларӑмне ертсе пыракан Елена Михайлова тивӗҫрӗ. Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗпе телекомпани продюсерне Леонид Петрова чысларӗҫ. Кашни ҫулах республикӑри журналистсен пӗрлешӗвӗ ятарлӑ премисен лауреачӗсене палӑртать. Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине 1974-мӗш ҫултах ҫирӗплетнӗ. Хальхинче ӑна Наци радио шеф-редакторне Родион Архипова "Присягая Родине" кӑларӑмсен ярӑмӗшӗн пачӗҫ. Леонид Ильин журналист ячӗллӗ премине Ирина Иванова "Ҫамрӑксен хаҫатӗнче" экологипе ял хуҫалӑх ыйтӑвӗсене ҫутатнӑшӑн тивӗҫрӗ. Ҫак награда хӑйӗншӗн уйрӑмах паха пулнине палӑртрӗ вӑл.
Раҫҫей журналисчӗсен союзӗн "Професси пӗрлӗхӗ умӗнчи тивӗҫсемшӗн" хисеп паллине виҫӗ ҫын илчӗ. "Советская Чувашия" хаҫатӑн яваплӑ секретарӗ Екатерина Казнина, Етӗрне тӑрӑхӗн "Ӗҫ ялавӗ" хаҫачӗн тӗп редакторӗ Лилия Петрова тата пирӗн ӗҫтеш, телекомпани продюсерӗ, ҫӗнӗ хыпарсен кӑларӑмӗн ертӳҫи Екатерина Фомина. Журналистсене пултарулӑх ушкӑнӗсем те саламларӗҫ, юрӑ-ташӑ парнелесе кӑмӑла ҫӗклерӗҫ.
Владимир Тимофеев, Екатерина Фомина, Екатерина Янгалакова