Йӑлана кӗнӗ йӗркепе уяра ӗҫре палӑрнисене наградӑсемпе чысларӗҫ.
Чӑваш Енре 136 массӑллӑ информаци хатӗрӗ ӗҫлет, вӑл шутра 18 радио тата 6 телеканал. Пичет кӑларӑмӗсем 80 яхӑн. Кашниех пурнӑҫпа тан утма тӑрӑшать. Цифра технологийӗсемпе искусствӑлла интеллект аталанса пыни пирӗн ӗҫе те витӗм кӳрет, теҫҫӗ калем ӑстисем. Вулакан патне хыпара интернет пулӑшнипе халӗ хӑвӑрт ҫитерме пулать. Ҫав вӑхӑтрах хаҫат-журнал тиражне упраса хӑварма пултарни паха.
Уяв ячӗпе калем ӑстисене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. Республика пурнӑҫне ҫутатса, унӑн хастар та пултаруллӑ ҫыннисемпе паллаштарса тӑнӑшӑн тав турӗ. Малашне те вулакан умӗнчи яваплӑха туйса ҫырма, сӑмах вӑйӗпе пӗлсе усӑ курма сунчӗ. Хаҫат-журнал редакцийӗсен пурнӑҫ таппипе тан пыма майсем тата анлӑрах пулӗҫ.
Калем ӑстисене саламлама ҫитнӗ хӑнасем кашниех парнепе килнӗ - нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакансене, ӗҫре палӑрнисене патшалӑх тата ведомство наградисемпе чысларӗҫ. Вӑл йышра - манӑн ӗҫтешсем. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотине телекомпани продюсерӗ, ҫӗнӗ хыпарсен кӑларӑмӗн ертӳҫи Екатерина Фомина тивӗҫрӗ. Патшалӑх Думин депутачӗн Алла Салаеван Тав ҫырӑвне Виктор Степанов телеоператор илчӗ. Сӑмах май, кӑҫал пирӗн телерадиокомпани юбилей паллӑ тӑвӗ: Чӑваш радио эфира тухма пуҫланӑранпа 100 ҫул, телекурав йӗркеленнӗренпе 65 ҫул пулать.
"Хыпар" хаҫат та вулаканӗсене уяв кӗрекине пухӗ. Вӑл тухма пуҫланӑранпа 120 ҫул ҫитнине пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче паллӑ тӑвӗҫ. Унтах Ҫемен Элкер, Леонид Ильин, Николай Никольский ячӗллӗ премисене тивӗҫнӗ журналистсене те чыслӗҫ.
Владимир Тимофеев, Екатерина Фомина, Виктор Степанов