Республикӑри журналист премийӗсен лауреачӗсем паллӑ

Паян - Раҫҫей пичечӗн кунӗ. Унӑн историйӗ 1703-мӗш ҫулта пуҫланнӑ. Кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Пӗрремӗш Петӗр патша хушнипе Мускавра "Ведомости" хаҫат пичетленсе тухнӑ. Чӑваш журналисчӗсем вара хӑйсен професси уявне кӑрлач уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарни кунӗ паллӑ тӑваҫҫӗ, ҫак уйӑхра шӑпах чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗ - "Хыпар" кун ҫути курнӑ. 

Пичет кунӗ тӗлне республикӑри журналистсен пӗрлешӗвӗ кашни ҫулах конкурс йӗркелет. Ҫемен Элкер ячӗллӗ премишӗн кӑҫал 6 ӗҫ тупӑшнӑ. Ӑна комисси 2 ҫынна пама йышӑннӑ. Лауреат ятне республикӑри спорт пурнӑҫне ҫутатнӑшӑн "Чувашия" телерадиокомпани корреспонденчӗ, "Мастер спорта" кӑларӑм авторӗ Вячеслав Ильин тата "Советская Чувашия" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владимир Васильев "Интервью в студии "СЧ" медиа-проектшӑн тивӗҫрӗҫ. Николай Никольский ячӗллӗ премине илме 3 ҫын заявка тӑратнӑ. Тӳресем "Республика" хаҫат корреспонденчӗн Владислав Николаевӑн Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ ӗҫне суйласа илнӗ. Ял хуҫалӑх, ҫут ҫанталӑк ыйтӑвӗсемпе ҫыракансене Леонид Ильин ячӗллӗ премине парса хавхалантараҫҫӗ. Хальхинче ӑна "Хыпар" издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакторӗ Лена Атаманова тивӗҫрӗ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫӗнтерӳҫӗсене Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсене халалланӑ уявра чыслӗҫ. Вӑл ыран Шупашкарти Пӑр керменӗнче пулать. 

Екатерина Фомина